Ачасемпе пулакан инкекшӗн аслисем яваплă
Паянхи кун тӗлне республикăри çулсем çинче пурӗ 996 инкек пулнă, вӗсенче 109 çын вилнӗ, тепӗр 1203-шӗ аманнă. Хурлăхлă статистикăра ачасем те пур. Аварисенче эпир кăçал кăна 5 ачана ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр (пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен 2 ача нумайрах) 100-шӗ аманнă.
Республикăри Патшалăх автоинспекцийӗн ертӳçин çумӗ Дамир Бикмухаметов май уйăхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, çак 5 ачаран иккӗшӗ — пассажир пулнă, 3-шӗ çуран пынă.
Нумай чухне кун пек инкексенче ашшӗ-амăшӗсемех. Мӗншӗн тесен шăпах вӗсем çăмăлттай хăтланса ачисене ятарлă автокреслăпа тивӗçтермеççӗ е хăрушсăрлăх пиççиххийӗпе çыхмаççӗ. «Ача-пăча кресли вăл ПАИ инспекторӗ валли мар, ачăрсен пурнăçне сыхласа хăварма кирлӗ. Çакна ăнланмалла ашшӗ-амăшӗсен», — терӗ спикер республикăн автовладелецӗсем унăн асăрхаттарăвне илтессе шанса.
Çуран çӳрекен ачасемпе пулакан пӗтӗмӗшле çул-инкекрен кашни тăваттăшӗн сăлтавӗ – тимсӗрлӗх. Тӗпрен илсен, ашшӗ-амăшех çул-йӗр правилине пăсса тӗслӗх кăтартнипе пулать ку.
Умра çулла, ачасем велосипедпа, самокатсемпе ярăнмалли вăхăт. Шел, кăçал кăна вӗсемпе 12 çул-йӗр инкекӗ пулнă та ӗнтӗ, 12 ача аманнă. Çак шутран 9-шӗ ачасен тимсӗрлӗхне пушла. Ашшӗ-амăшӗ, ачисене çулсем çинче хăйсене мӗнле тытмаллине кашни кун асăрхттарсах тăмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев