Ачасене çул-йӗр правилисемпе çыхăннă конкурссене хутшăнма чӗнеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасене çул-йӗр правилисемпе çыхăннă конкурссене хутшăнма чӗнеççӗ

Тутарстанра пурăнакан ачасене августăн 5-мӗшӗнче паллă тăвакан Халăхсен хушшинчи светофор кунне (шăпах çак кун пӗрремӗш светофор ӗçлеме пуçланă) халалланă виçӗ конкурса хутшăнма йыхравлаççӗ. Вӗсене çул çинче пулнă инкексенче шар курнă ачасене пулăшакан Наташа Едыкина ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗ йӗркеленӗ.

Конкурссен тӗп тӗллевӗ – пултарулăх урлă  ачасен хутшăнипе пулакан аварисен шутне чакарасси.

Мероприяти шайӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли пултарулăх ăмăртăвӗсем йӗркеленӗ:

  • 7-18 çулсенчисем валли «Внимание на светофор» видеосемпе презентацисен конкурсӗ;
  • 5-18 çулсенчи пултаруллă ачасем валли «Азбука светофора» сăвăсемпе юрăсен конкурсӗ. Унта хутшăнакансем çул-йӗр правилисем çинчен çырнă хăйсен сăввисемпе юрррисемпе паллаштарма пултараççӗ.
  • 3-14 çулсенчисем валли  «Светофорова наука» конкурс.  ПДД темипе тунă  ал ӗçӗсемпе хутшăнма май пур.  

Ӗçсене июлӗн 18-мӗшӗнчен пуçласа августăн  18-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Хутшăнмалли условисемпе тӗплӗ информацие фондăн официаллă сайтӗнче тупма пулать.


конкурс #БезопасностьНаДорогах #ПДД светофор

Нет комментариев