Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта паян сатириксем?

Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» клубăн черетлӗ ларăвӗ пулчӗ. Хальхинче унта Чăваш кӗнеке издательствинче кăçал пичетленнӗ «Сухви сехмечӗсем» кӗнеке пирки калаçу пычӗ. «Алран алла» ярăмпа тухнă тăваттăмӗш кӗнеке ку. Вӗсене Галина Антонова пухса, редакцилесе хатӗрлет.

Хӗрарăмсем валли ятарласа уçнă çӗнӗ кăларăма Микиш Павăлӗн, Петӗр Львовăн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевăн, Григорий Лучăн пысăках мар сатирăллă хайлавӗсем, Николай Мартыновăн, Юлия Силэмӗн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковăн повеçӗ кӗнӗ. Кӗнекене вуланисем тӳрех асăрхарӗç: авторӗсем — совет саманинче çуралса ӳснӗ çыравçăсем. Вӗсенчен хăшне-пӗрне хальхи вулакансем пӗлмеççӗ те.

«Шăп çавăнпа кӗртнӗ те вӗсене кӗнекене, халиччен пурăннă пӗр çыравçă ятне те манăçа тухма парас марччӗ, пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем çинчен аса илтерес килет, — терӗ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Г. Антонова. — Çак ярăмра хальхи çыравçăсемпе пӗрлех чăваш литературинче палăрнă кашни прозаикăн пӗр-пӗр хайлавне пичетлес шут пур. Ан тив, паянхи вулакансем те пӗлччӗр вӗсен ячӗсене, ӗçӗсене».

Сатириксем çинчен калаçнă май пухăннисем «Капкăн» журналпа унăн библиотекине аса илчӗç. Вӗсене халăх йышлăн çырăннă, юратса вуланă. Пултаруллă çамрăксене литература ӗçне хутшăнма та хавхалантарнă çав кăларăмсем.

«Пӗчӗк-пӗчӗк хайлавсемех куллен пичетленсе пырса пысăк ӗç тунă: халăха кăмăл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркере тытса тăнă, — терӗ Людмила Сачкова çыравçă. — Ун чухнехи авторсем литература институчӗсенче, ытти аслă пӗлӳ паракан шкулсенче вӗреннӗ, куллен халăх хушшинче çӳренӗ, пурнăçа тарăннăн пӗлнӗ». «Халь йӗркене пăсса пурăнакансем Луч çуккипе усă кураççӗ», — терӗ те Клавдия Вишневская — пурте ахăлтатсах кулса ячӗç.

Тӗрӗсси те пурах ку сăмахсенче. Луч çеç мар, йӗплӗ кулă ăстисем ушкăнӗпех кайса пӗтрӗç. Самана палăрмаллах улшăннă пулин те сатирик писательсем валли паянхи пурнăçра та кулă-хулăпа витермелли пулăм сахал мар, анчах юлмарӗç йӗплӗ чӗлхеллӗ ăстаçăсем, ӳнерçисем те кулăш мӗнне манчӗç.

Çемьере килӗшӳлӗхпе çураçулăх çитменни, упăшкипе арăмӗ, ашшӗ-амăшӗпе ачисен хушшинчи хутшăнусем кирек хăш саманара та çӗр тӗрлӗ ыйту кăларса тăратаççӗ. Раиса Воробьева çыравçă «Сухви сехмечӗсем» повеçре Александр Угольников хӗрарăм чунне, психологине лайăх уçса панине палăртрӗ.

«Мӗнле пултарнă-ха вăл хӗрарăм кăмăлне витӗр курса тăма? Ку произведение сцена çине кăларас пулсан кулса вилмелле спектакль пулмалла», — терӗ вăл.

Нелли Петровская çырнă «Хӗрпе вилӗм» мистикăллă калава чӗлхи, сăнарлăхӗ, сюжечӗ, философилле тарăнлăхӗ енчен уйрăмах пысăка хурса хакларӗç кӗнекене сӳтсе явакансем, паллă çыравçăн ытти произведенийӗсене те ăшшăн аса илчӗç. Библиотекăсен сентрисем çинче хускалмасăр выртакан кӗнекесем мар вӗсем, алран алла çӳреççӗ.

«Варкăш» клуба çӳрекенсен сӗнӗвӗсене шута илсех кӗнекене кӗрекен авторсен кӗске биографийӗсене çырса панă. Ку вулама юратакансене çеç мар, библиотекарьсене те кирлине палăртрӗ «Чăваш кӗнеки» центр заведующийӗ Галина Соловьева.

 

Галина МАТВЕЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество