Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аддитивлă технологисен аталанăвӗпе Раççей форумӗ пӗрремӗш хут Хусанта иртет

Ытти çӗршывсемпе танлаштарсан Раççейре аддитивлă технологисемпе ӗçлекен компанисем сахалрах, ку сфера аталанаканнисен шутӗнче. Тӗнчери рынокра ку енӗпе Раççейӗн пайӗ 1,5 процентпа танлашать. 2030 çул тӗлне ăна 25 процента çитерме палăртса хунă.

Иккӗмӗш кун Хусанта Аддитивлă технологисен (тӗрлӗ материала (пластик, металл, бетон, малашлăхра этем ӳт-пӗвӗн материалӗсем те) сий-сий хурса пырса виçӗ шайлă (трехмерный) объектсем тăвасси)   аталанăвӗпе форум пырать. Халиччен вăл Мускавра иртнӗ. V форум Хусанти Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртет.

Мероприятие аддитивлă технологисемпе ӗçлекен компанисемпе предприятисен, патшалăх власть органӗсен  представителӗсем, бизнес çаврăм хутшăнчӗç.

Форума уçнă çӗре ТР Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăннă.

Ытти çӗршывсемпе танлаштарсан Раççейре аддитивлă технологисемпе ӗçлекен компанисем сахалрах, ку сфера аталанаканнисен шутӗнче. Тӗнчери рынокра ку енӗпе Раççейӗн пайӗ 1,5 процентпа танлашать. 2030 çул тӗлне ăна 25 процента çитерме палăртса хунă.

Авторитетлă спикерсен шучӗпе ку фантастика мар – пулмалли япала.

Паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ пленарлă лару  питӗ те тухăçлă иртрӗ. Спикерсен шутӗнче ООО «Русат» генеральнăй директорӗ Илья Кавелашвили, ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Олег Коробченко, Раççейӗн аддитивлă технологийӗсен аталанăвӗн ассоциацийӗн ӗç тăвакан директорӗ, технически наукăсен докторӗ Ольга Оспенникова,  РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствин авиаци промышленноçӗн департаменчӗн директорӗ Равиль Хакимов тата ытти паллă çынсем хутшăнчӗç.

Пленарлă ларура аддитивлă технологисен аталанăвӗпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗç. Докладсем интереслӗ те усăллă пулчӗç. Унсăр пуçне залра ларакансен те спикерсене ыйтусем пама май пулчӗ.

Пленарлă лару вӗçленсен «Русат» тулли мар яваплăхлă обществăпа ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерстви аддитивлă технологисен енӗпе пӗрле ӗçлесси пирки  килӗшӳ çирӗплетрӗç. Документа  ведомствăсен ертӳçисем «Русат» генеральнăй директорӗ Илья Кавелашвили, ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Олег Коробченко аслă пусрӗç. Министр палăртнă тăрăх, килӗшӳ Тутарстанра аддитивлă технологисене аталантарассишӗн питӗ те пӗлтерӗшлӗ.  

Аддитивлă технологисен аталанăвӗ пуринчен ытла машиностроенире кирлӗ, паллах медицинăра. Тутарстанра авиа, кимӗ-карап, вертолет строительстви вăйлă аталаннă. Аддитивлă технологисем унта кӗреççех. Малашне этем ДНК-инчен те кирлӗ орган ӳстерме пулӗ. Çавăнпа медицинăшăн аддитивлă технологисен аталанăвӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ, уйрăмах протезировани енӗпе. Енчен те аддитивлă технологисемпе ӗçлекен компанисемшӗн туххăмрах пысăк укçа ӗçлесе илес задача малта лармасан, хывнă инвестицисем ыран тухăç кӳнине ăнлансан çитӗнӳсем ку енӗпе пулаççех. Тепӗр 5-6 çултан мар, çитес 2-3 çултанах. Космос ракетине тăвасси те темиçе çула мар пурӗ те пӗр-ик уйăха тăсăлӗ. Малашлăх çӗнӗ технологисенче,– терӗ Олег Коробченко.

Тӗплӗнрех «Суварăн» çитес номерӗнче вулăр.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наука и промышленность