Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Африка корпусӗнче служба иртме 15 çын кайнă

Хусантан паян Африка корпусӗнче служба иртме контракт çине алă пуснисене ăсатнă. Вӗренӳ иртме пурӗ 15 çын кайнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Виçӗ уйăх хушши çар хăнăхăвӗсене вӗреннӗ хыççăн вӗсем Африкăна кайӗç.

Аса илтеретпӗр, Африка корпусне 2023 çулта йӗркеленӗ. Вăл РФ Оборона министерствин проекчӗ, кризислă лару-тăрура Раççей интересӗсене тӗнчен хуть хăш кӗтессинче те хӳтӗлеме хатӗр пултăр тесе йӗркеленӗ ăна.

Африка корпусне службăна лекес текенӗн Раççей гражданинӗ пулмалла. Рядовойсемпе сержантсен йышне 45 çулччен, командирсенне – 55 çулччен илеççӗ. Ӳт-пӳ пиçӗлӗхне тата сывлăх çирӗплӗхне кура çак ӳсӗмсенчен аслăраххисене те илме пултараççӗ. Кулленхи дислокаци вырăнӗнчи ӗç укçи 45 пин тенкӗрен пуçласа, командировкăра вара 230 пин тенкӗрен пуçласа пулать.

Унччен çарпа çыхăннă ӗçре пулнисене, тӗрлӗ çапăçусене хутшăннисене пуринчен ытла хапăл йышăнаççӗ.

Кандидат вăтам, профессиллӗ вăтам е аслă пӗлӳллӗ, РФ Хӗç-пăшаллă çарӗсенче тата шăрăх климатлă çӗршывсенче служба иртме хатӗр пулмалла. Чи кирлӗ услови – чикӗ леш енне кайма ирӗк пурри. Вăл пултăр тесен вара парăмсем пулмалла мар.

 

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев