Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче акнă вăрлăх шăтмасть...

Çурхи çанталăка сăнаса пулас тухăç шăпине пӗлме пулать.

◊ Ака уйăхӗн 24-мӗшӗ – Антип. Çак кун çӗр ӗçӗ тума юрамасть, мӗн акни шăтмасть теççӗ. Çумăр çусан çулла кăмпа нумай пулать. 

◊ Ака уйăхӗн 25-мӗшӗ – Василий. Çак кун çумăр çусан майăн пӗрремӗш кунӗсем те çумăрлă пулаççӗ. Кун ăшă-тăк – тухăçлă çул пулать.

◊ Ака уйăхӗн 26-мӗшӗ – Фомаида. Куккук хыттăн тата вăрăммăн авăтать-тӗк – ăшă кунсем çитесси инçе мар. Тӳпере çăлтăр нумай-тăк – тухăçлă çул пуласса кӗт. 

◊ Ака уйăхӗн 27-мӗшӗ – Мартын. Йӗпе те пылчăклă – сухалакан çӗрсем пулăхлă пулаççӗ. 

◊ Ака уйăхӗн 28-мӗшӗ – Пуд, Андрей. Çак кун çӗрлеччен ӗçлеме юрамасть. Хура кураксем выляççӗ – çанталăк ăшă пулать. 

◊ Ака уйăхӗн 29-мӗшӗ – Арина. Сад пахчинчи йывăçсен вуллисене шуратмалла. 

◊ Ака уйăхӗн 30-мӗшӗ – Зосима. Çак кун петрушкăпа кишӗр аксан пысăк тухăç илетӗн теççӗ. Пыл хурчӗсене сăнамалла: енчен те вӗсем пысăк çухатусăр йӗркеллех хӗл каçнă-тăк – кăçал хура тул ăнса пулать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество