Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Академи стилӗшӗн фольклор ют мар

La Primavera сӗрсе каламалли музыка инструменчӗсен камерлă оркестрӗн илемлӗх ертӳçи, ТР халăх артисчӗ тата паллă сӗрмекупăсçă Рустем Абязов пуçарнă «L‘Arte Del Arco» (сӗркӗч ăсталăхӗ) халăхсен хушшинчи фестиваль кăçал 11-мӗш хут иртрӗ. Çав вăхăтра сӗрсе каламалли инструментсен тӗнчипе паллă артисчӗсем Хусана ăçтан кăна килмен-ши?! Академи мелӗпе калакан музыкантсенчен кама кăна итлесе киленме тӳр килмен-ши хусансемпе хула хăнисен?! Ку фестивалӗн ырă енӗ – концерчӗсем Хусанта кăна мар, Анат Камăра, Çырчаллинче иртеççӗ.

Юлашки вăхăтра пурнăçри улшăнусем  «L‘Arte Del Arco» фестивале те витӗм кӳнӗ. Рустем Юнусович пресс-конференцире кăçал артистсене пухма йывăрланнине асăнчӗ (тӗрлӗ санкцисене пула  çӗршывран çӗршыва çӳресси унчченхи пек çăмăл пулаймасть ӗнтӗ, ăнланмалла). Çаплах фестивале укçа-тенкӗпе тивӗçтересси кӗтменлӗхсем кăларса тăратнă йӗркелӳçӗсен умне. Енчен те иртнӗ вунă фестивале ТР Культура министерстви финансланă-тăк,  кăçал тăруках (артистсемпе калаçса татăлнă, хăна çурчӗсене броньсем йышăннă хыççăн) министерство укçа пама килӗшмен. Анчах пуçланă ӗçе вӗçне çитермелле-çке. Маэстро хăйӗн перекетленӗ укçи-тенкине хушнă, оркестр фончӗ тăкаксене саплаштарма пулăшнă. 

Пурнăç улшăннине кура «L‘Arte Del Arco» концепцийӗ те улшăннă. 11 çул каялла академи стилӗпе калакансен фестивалӗ тесе пуçарнă ăна. Кăçал этномузыка инструменчӗсем, тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗрме купăссем, виолăсем сцена çинче хуçаланчӗç. Куракан тахçанах хăнăхнă Камиль Сен-Санс, Иоганнес Брамс тата ытти классика композиторӗсен кӗввисене халăх оркестрӗнче анлă усă куракан гиджак (таджиксен, туркменсен, узбексен, уйгурсен фольклорӗнчен), эрху (китайсен авалхи музыка инструменчӗ), кылкобыз (казахсен авалхи инструменчӗ), çаплах çӗнӗ йышши инструмента та итлеме май пулнă. Санкт-Петербургри сӗрмекупăсçă Киира Клаусс пирки сăмах пырать. Артистка хăй те пулчӗ пресс-конференцире. Электросӗрме купăса процессорпа сыпăнтарни инструментпа çӗнӗлле ӗçлеме май пани çинчен каласа пачӗ. Кӗвве сӗрме купăспа каланă вăхăтрах процессор-компьютер çырать, хыççăнах куракана çине-çине сасă çырса итлеттерни çинчен питӗ хавхаланса каласа пачӗ. IT-технологисем чи-чи академи инструменчӗ тесе шутлакан сӗрме купăс патне çитнӗ иккен.

Çитес 12-мӗш фестиваль пирки те интереслентӗмӗр Рустем Юнусовичран. Кăçалхи эксперимент – тӗрлӗ вăхăтри, тӗрлӗ наци инструменчӗсемпе усă курасси малашне те вăйра юлать-и? «L‘Arte Del Arco» илемлӗх ертӳçи академи стилӗ патнех таврăнассине пӗлтерчӗ. Çав вăхăтрах авалхи сайра тӗл пулакан халăх инструменчӗсене фестиваль сцени çине кăларма хатӗррине те палăртрӗ.

Фестиваль мартăн 20-мӗшӗнче пысăк концертпа Хусанта вӗçленчӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Музыка