Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗн çӗнӗ пуçлăх

Аксу районӗнче сентябрӗн 23-мӗшӗнче район Канашӗн суйлав хыççăнхи пӗрремӗш ларăвӗ иртнӗ. Ларăвăн тӗп ыйтăвӗсен шутӗнче ТР Раисӗн тата муниципаллă йӗркеленӳсен депутачӗсен суйлавӗ мӗнле иртнине пӗтӗмлетесси, Аксу районӗн пуçлăхне суйласси пулнă.

Ларăва ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Законлăхпа йӗрке комитечӗн председателӗ Александр Чубаров, ТР Раисӗн Территорисемпе ӗçлекен управленийӗн тӗп канашçи Салават Рахимов хутшăннă.

«Алмаз Мингулов çулталăк ытла район Ӗçтăвкомне ертсе пычӗ. Çак тапхăрта вăл хăйне тухăçлă ӗçлекен лайăх ертӳçӗ пек кăтартрӗ. Ăна район пуçлăхӗ пулма суйласан вăл район халăхӗн ăнăçулăхӗшӗн тăрăшса ӗçлесси, районăн социаллă-экономикăлла аталанăвӗнчи чи кăткăс задачăсене те ăнăçлă татса парасси пирки пӗртте иккӗленместӗп», – тенӗ А.Чубаров халиччен Аксу районӗн Ӗçтăвкомне ертсе пынă А.Мингуловăн кандидатурине район пуçлăхӗ пулма тăратса. Ăна ТР Раисӗ сӗннӗ.

Вăрттăн сасăлава пӗтӗмлетсен депутатсенчен нумайăшӗ Алмаз Минвазыховичшăн сасăлани палăрнă. Унăн çумӗ пулса Ильшат Загидуллина суйланă.

Сăмах май, Аксу районӗнче сентябрӗн 19-20-мӗшӗсенче ял хутлăхӗсен Канашӗсен йӗркелӳ ларăвӗсем иртнӗ. Вӗсенче хула хутлăхӗн 1, ял хутлăхӗсен 20 пуçлăхне суйланă. Тăватă ял хутлăхӗнче пуçлăхсем улшăннă: Саврăш ял хутлăхне малашне Ильнур Сафин, Кивӗ Илтрекьелӗнне – Алексей Морозов, Кивӗ Тутар Этемшӳнне – Раис Файзуллин, Сӗнчелӗнне Алексей Калуков ертсе пырӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем «Сельская новь» хаçатăн. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев