Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗн культура кунӗ Хусанта чи çӳллӗ шайра иртрӗ

Ӗнер Хусанта Аксу муниципаллă районăн Культура кунӗ питӗ те çӳллӗ шайра, «Экият» ача-пăча центрӗнче иртрӗ. Культура кунӗн программи 16.00 сехетре пуçланчӗ. Хула çыннисем, çак районтан тухнă çынсем ушкăнăн-ушкăнăн «Экият» енне васкарӗç. Йӗри-тавра чăвашла, тутарла, вырăсла калаçни илтӗнсе тăчӗ.

Ӗнер Хусанта Аксу муниципаллă районăн Культура кунӗ питӗ те çӳллӗ шайра, «Экият» ача-пăча центрӗнче иртрӗ. Культура кунӗн программи 16.00 сехетре пуçланчӗ. Хула çыннисем, çак районтан тухнă çынсем ушкăнăн-ушкăнăн «Экият» енне васкарӗç. Йӗри-тавра чăвашла, тутарла, вырăсла калаçни илтӗнсе тăчӗ. Ара кунта тахçан курман ентешсене тӗл пулма пулать-çке, çавăнпа васкаççӗ. Тухья-хушпуллă чăвашсем таçтан инçетрен курăнаççӗ. Килнӗ халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа сăйласа кӗтсе илчӗç вӗсем, купăс каласа ташлаттарма та манмарӗç. 

Аксу районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Тимирясов пӗлтернӗ тăрăх вӗсем пурӗ 360-ăн пуçтарăнса килнӗ. Çав шутра администраци представителӗсем, культура ӗçченӗсем, фольклор ансамблӗсем, творчествăлла ушкăнсем, ал ӗç маçтăрӗсем, тӗрлӗ предприятисен ӗçченӗсем, волонтерсем тата ытти те. Делегаци ертӳçи – район пуçлăхӗ Камил Гилманов. Хаклă хăнасене кӗтсе илекенӗ вăл хăй пулчӗ. 

Аксу районӗнчен нумай паллă çын тухнă: писательсемпе поэтсем, наука ӗçченӗсем, патшалăх деятелӗсем тата ытти те. Вӗсенчен хăш-пӗрне курма та пулчӗ. Çавсен шутӗнче паллă чăваш çынни, хăй вăхăтӗнче ТАССР мелиораципе шыв хуçалăхӗн министрӗ пулнă, «КАМАЗ» ОАО Хусанти представительствин директорӗнче ӗçленӗ, каярах çак организацин генеральнăй директорӗн çумӗ, хальхи вăхăтра «КАМАЗ» ОАО генеральнăй директорӗн канашçи Анатолий Самаренкин, район пуçлăхӗн çывăх тусӗ «Татнефтепром-Зюзеевнефть» АО генеральнăй директорӗ Шамил Ягудин, ТР Халăхсен Ассамблейин ертӳçи Константин Яковлев, «Идея» технопаркăн аталану енӗпе директорӗ Николай Абруков, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗн ректорӗ Асия Тимирясова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, харпăр предприниматель, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗ Вера Юнусова тата ыттисем пулчӗç. 

Аксу районӗн курав программи питӗ те пуянччӗ, унта ал ăстисемпе хăйсепме паллашма тата вӗсенчен мастер-класс илме май пулчӗ. 

Концертра вӗсем çак тăрăхра ӗмӗр-ӗмӗр туслă пурăннă тӗп халăхсен йăли-йӗркисемпе, юрри-ташшипе паллаштарчӗç. Тӗплӗнрех ун пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.   

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев