Аксу районӗнче ачасем те аслисемпе пӗр тан волонтер ӗçне хутшăнаççӗ
Иртнӗ эрнекун Аксура ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан волонтерсен ӗç графикӗ ытти кунхинчен урăхларах пулчӗ. Вӗсем ир çинчен хăнăхнă йăлапа маскировка сетки çыхма мар, саламсем йышăнма утрӗç. Мӗншӗн тесен декабрӗн 5-мӗшӗнче Волонтер кунне паллă турăмăр
Унччен Çамрăксен центрӗнче ӗçленӗскерсем çак кӗркуннеренпе Аксури автовокзалăн кивӗ çуртӗнче пухăнаççӗ. Ырми-канми тăрăшаканскерсем çӗнӗ вырăнтан та пӗрре гуманитари пулăшăвӗ ăсатса курнă ӗнтӗ вӗсем, тепӗр караван та паян-ыран тухса каймалла.
Уяв кун Аксу волонтерӗсен виçӗ çулхи ӗçне пӗтӗмлетрӗç. Çак хушăра вӗсем 1640 маскировка сетки çыхнă (унăн лаптăкӗ 105370 тăваткал метрпа танлашать). Хӗрарăмсем 952 сеткăллă футболка, 228 комплект аялтан тăхăнмалли кӗпе-йӗм комплекчӗ, дронран хӳтӗлекен 282 плащ, 288 çывăрмалли михӗ, 410 флис кофта, 165 камуфляж кӗпе, 112 пропиткăллă куртка тата ытти япаласем çӗленӗ.
Районти волонтерсем 9090 окоп çурти, 1271 ятлă посылка хатӗрленӗ, «Телейлӗ салтак валли» текен 819 посылка, 485 килограмм килти салма каснă, тар тултарма 800 хутаç çӗленӗ. Ятарлă çар операцине 15 мотоцикл, 2 квадроцикл, 2 кимӗ, тӗрлӗ маркăллă 28 автомобиль, 2 автоприцеп, çапăçура кирлӗ 405 тӗрлӗ оборудовани, 66 техника хатӗрӗ ăсатнă.
Аксури тата районти ялсенчен пуçтарăннă волонтерсене уяв ячӗпе район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов саламларӗ.
– Эсир пирӗн салтаксене ятарлă çар операцийӗнче çăмăлрах пултăр тесе питӗ тăрăшатăр. Пӗтӗм ӗçӗре пăрахса Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене пулăшма утатăр. Пурне те чун-чӗререн тав тăватăп! Çавăн пекех сире кирлӗ материалсем, хушма пайсем туянма пулăшакан предпринимательсене, предприятисемпе организацисене те чӗререн тав. Волонтерсене, вӗсен ертӳçисене пурне те пӗтӗм чунтан çирӗп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп. Мӗн шухăшлани пурнăçлансах пытăр пирӗн, салтаксем çӗнтерӳпе таврăнччăр! – терӗ Алмаз Минвазыхович.
Волонтерсем район ертӳçине ӗçлеме çурт уйăрса панăшăн чӗререн тав турӗç.
Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев волонтерсен юхăмӗ еплерех пуçланса кайнине аса илчӗ: «Районтан тулли мар мобилизаципе каякансене ăсатсан пӗр эрнеренех вӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухса хатӗрлерӗмӗр. Темиçе çынран пуçланчӗ çак ӗç. Эсир салтаксене чӗре хушнипе пулăшатăр, хăвăрăн вăхăтăра шута хумасăр тăрăшатăр. Вӗсем сирӗн пулăшăвăра питӗ туяççӗ. Таймапуç сире!» – терӗ вăл.
Районти волонтерсен ертӳçи Анатолий Скворцов та волонтерсемпе предпринимательсене пулăшнăшăн, ăнланнăшăн тав туса ăшă сăмахсем каларӗ. Паллах, наградăсем те илчӗç çак мероприятире пархатарлă ӗçе хутшăнакансем.
Çак кунах салтаксене пулăшма хастар хутшăнакан районти хастар ачасене те Аксăва чӗнсе илсех саламларӗç. «Эсир çамрăк-ха, анчах та халех чăн-чăн волонтерсем, май пур таран ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшатăр. Ырă ӗçӗршӗн пысăк тав сире. Камăн ашшӗ, пиччӗшӗсем СВОра, вӗсене уйрăмах тав тăватăп – таймапуç сире тата сирӗн çемьесене», – терӗ ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсене саламланă чух район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов. Районти «Твори добро» волонтерсен юхăмӗн ертӳçине Анна Борисовăна Хисеп хучӗпе тата асăнмалăх парнепе чысларӗ.
Районти Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн Тав çырăвӗсене dobro.rf платформа çинче 500 волонтер сехечӗ пухма пултарнă тата ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пуçтарма хастар хутшăнакан ачасене пачӗç. Çак чыса Полина Борисова, Антон Архипов, Арсений Леонтьев (Аксури 1№ шкул), Ксения Жаркова, Ксения Цветкова, Камилла Галлямова, Антон Утеев (Аксури 3№ шкул), Виктория Мулеева, Виктория Дмитриева (Аксури универсаллă технологисен техникумӗ), Ольга Тербукова, Арина Ямукова (Кивӗ Тимушкел шкулӗ), Ариаднăпа Святослав Авдеевсем (Сӗнчел шкулӗ), Егор Якимов, Матвей Кондратьев (Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкул) тата Егор Чугунов (Чăваш Енрусьел шкулӗ) тивӗçрӗç.
Ачасене культура тата çамрăксен ӗçӗсемпе спорт уйрăмӗсен ертӳçисем Наталия Куштуковăпа Татьяна Убейкина та саламларӗç. Анна Борисова çамрăк волонтерсене тата та хастартарах пулма, ырă ӗçсем тума чӗнсе каларӗ.
Зинаида ЛЕОНТЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев