Аксу районӗнче чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем тăван чӗлхепе диктант çырнă
Ку мероприяти «Диктант тăван чӗлхепе» вӗрентӳ акцийӗ шайӗнче иртнӗ.
Аксу районӗнче чăваш шкулӗсенче вӗренекен 500-е яхăн ача тăван чӗлхепе диктант çырнă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сельская новь» хаçачӗ.
Диктанта районта 9 площадкăра – Кивӗ Ӳселти, Савгачевăри, Емелькинăри, Кивӗ Тимушкелӗнчи, Кивӗ Илтрекьелӗнчи, Сӗнчелӗнчи вăтам шкулсенче, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи, Чăваш Енрусьелӗнчи тата Кивӗ Саврăшри тӗп шкулсенче – йӗркеленӗ.

Кăçал Раççейре Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитрӗ, çавăн пекех вăл Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пек иртет. Çакна шута илсе диктант темине те совет çыннисен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхӗ çинчен суйланă.

Диктант çыракансенчен нумайăшӗ мероприятие наци тумӗпе килнӗ. Çакă тăван чӗлхене, культурăна хисепленин, юратнин палли.

– Кун пек мероприятисем Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварассинче пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнаççӗ. Вӗсем ачасемпе çамрăксене чӗлхене тӗплӗнрех вӗренме, литературăна вулама хавхалантараççӗ, – тесе палăртнă тăван чӗлхепе иртекен диктантсем пирки Аксу районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн наци вӗрентӗвӗ енӗпе методисчӗ Айгуль Ильдаровна Хамитова.

Сăнӳкерчӗксем «Сельская новь» хаçатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев