Аксу районӗнче физкультурăпа спортра ӗçлекен çамрăк специалистсене хушма укçа тӳлесе хавхалантарасшăн
Аксу районӗнче физкультурăпа спортăн муниципаллă учрежденийӗсенче ӗçлекен, районăн спорт резервне хатӗрлекен çамрăк специалистсене хушма укçа парса хавхалантарасшăн, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Аксу район Ӗçтăвкомӗн çакăн пирки калакан постановленийӗн проекчӗ хальхи вăхăтра коррупцие хирӗçле экспертиза иртет.
Документпа килӗшӳллӗн, çамрăк специалистсене уйăхсерен 2510 тенкӗ тӳлесе тăмалла тата пӗр хутчен хуçалăха лайăхлатмашкăн усă курма 100 пин тенкӗ памалла.
Уйăхсерен хушса тӳлекен укçана ӗçленӗ сехетсене шута илсе малтанхи виçӗ çул хушши тăхтавсăр ӗçленӗшӗн тӳлӗç. Пӗр хутчен парăнакан тӳлеве вара тӗп ӗçре икӗ çул ӗçлеме шантарсан парăнать.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев