Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче пурăнакан вăрçă ветеранӗ Елисей Тимирясов 100 çул тултарчӗ

Аксу районӗнче пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ Елисей Мурзич Тимирясов çак кунсенче 100 çулхи юбилейне паллă тунă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Ял пурнăçӗ» хаçачӗ.

Хисеплӗ шурсухала саламлама ӗнер район ертӳçисем, ачисемпе мăнукӗсем, ӗçтешӗсем, çывăх çыннисем тата юлташӗсем пуçтарăннă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи витӗр малтан пуçласа вӗçлениччен утса тухнă ветеран, виçӗ фронтра пулнă. Танкра та çуннă вăл, нумай тертпе нуша курнă. Вăрçă хыççăн ачасене пӗлӳ парас ӗçре тăрăшнă. Обществăлла ӗçе те яланах туллин хутшăннă Елисей Мурзич – районти Ветерансен канашне 20 çул ытла ертсе пынă. Халӗ те районти мероприятисенчен айккинче юлмасть хисеплӗ ветеран.

Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов юбиляра саламласа Раççей Президенчӗн В.В.Путинăн, Тутарстан Раисӗн Р.Н.Миннихановăн, РФ Патшалăх Думин Контроль енӗпе комитечӗн ертӳçи Олег Морозов алă пуснă Правительство саламӗсене вуласа панă, Тутарстан Республикишӗн ырми-канми ӗçленӗшӗн тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи Çӗнтерӗве çывхартма пысăк тӳпе хывнăшăн Елисей Мурзича «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе наградăланă.

Çавăн пекех Елисей Мурзича Аксу районӗнчи «Служу Отечеству» Ветерансен юхăмӗн ертӳçи Виталий Маркин та саламланă, юбиляра Раççейри Çапăçусене хутшăннă ветерансен союзӗн ятӗнчен «Танк çарӗсене 100 çул» медальпе чысланă. Ӗçтешӗсемпе çывăх çыннисем те Елисей Мурзича юбилейпе саламласа çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр суннă. Районти Культура çурчӗн артисчӗсем юбиляра юрă-ташăпа савăнтарнă.

 

Сăнӳкерчӗксем редакци архивӗнчен тата «Сельская новь» хаçатăн сайтӗнчен. 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев