Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче вăйлă çил икӗ çурт тата пилӗк хуралтă тăррине сирнӗ

Аслатиллӗ çил-тăвăллă çанталăк Кивӗ Тимушкелпе Саврăшпуçӗнче пурăнакансен пурлăхне самай сиен кӳнӗ. Кун пирки «АКСУБАЕВО НОВОСТИ» пӗлтерет.

Аксури пушарпа çăлав гарнизонӗн пуçлăхӗ Руслан Ибляминов пӗлтернӗ тăрăх, инкек çинчен пӗрремӗш хыпар июлӗн 27-мӗшӗнче 18.09 сехетре çитнӗ. Кивӗ Тимушкелӗнчи Луговая урамӗнче пурăнаканскерӗн çурчӗ çил-тăвăла пула  сиенленнӗ,  çил 72 тăваткал метр профнастила сирнӗ.

Кивӗ Тимушкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Сандимиров  виçӗ çуртпа икӗ сарай тăррине сиен кӳнине  çирӗплетнӗ. Çавăн пекех ялта виçӗ йывăç ӳкнӗ, вӗсенсен пӗри электропралука татнă.

Кӳршери Савгачевăра вара тăватă хуралтă шар курнă. Фрунзе тата Широкая урамӗсенче вырнаçнă икӗ çуртăн тата икӗ сарайăн тăррине вăйлă çил илсе пăрахнă.

Ял çыннисем тата энергетиксем ӳкнӗ йывăçсене пуçтарса электропередача линийӗсене юсанă. Çăлавçăсем ӗçе хутшăнман, анчах мӗн те пулин çунма тытăнсан е çуртсем ишӗлес хăрушлăх сиксе тухсан пулăшма хатӗр пулнă.

Çынсем аманман, анчах çил-тăвăллă çанталăк самай сиен кӳнӗ. Хăшпӗр хуçасем çурт-йӗре страхланă пулнă, çакă вӗсене сиене кăштах саплаштарма пулăшӗ.

Сăнӳкерчӗксене aksubayevo.ru сайтран илнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: непогода инкек Аксубаевский район