Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Çирӗклӗ çамрăкӗсем салтаксен амăшӗсемпе мăшăрӗсене саламланă

Нумай пулмасть, тӗрӗсрех каласан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн, Аксу районӗнчи Çирӗклӗ ялӗн çамрăкӗсем питӗ ырă ӗç турӗç. Вӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çывăх çыннисемшӗн пӗрмай кулянакан амăшӗсемпе мăшăрӗсене уяв ячӗпе килӗсене кайсах саламларӗç.

Хастарсем Полина Анатольевна Андреевăна, Людмила Геннадьевна Спиркинăна, Оксана Аркадьевна Мельниковăна тата Елена Ильинична Семеновăна ăшă сăмахсем каласа саламларӗç, парне пачӗç,  хӳтӗлевçӗсемшӗн тав турӗç.

Ырă ӗç кунпа кăна вӗçленмерӗ-ха. Çамрăксем Чистай хулине те ятарласах кайса килчӗç. Унта вӗсем ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен салтакăн мăшăрне Ольга Вячеславовна Спиркинăна саламларӗç. Хӳтӗлевçӗ мăшăрӗ пулни вăл хăйне пӗр паттăрлăх вӗт-ха, çавăнпа салтак мăшăрӗ хăйне пӗччен ан туйтăр тесе Çирӗклӗ çамрăкӗсем ятарласах ăна чыслас терӗç.

Тулли мар мобилизаципе арçынсене ятарлă çар операцине ăсатнăранпах ку ялта ырă йăла пуçарса ячӗç çамрăксем: хӳтӗлевçӗсен амăшӗсемпе мăшăрӗсене – мартăн 8-мӗшӗ ячӗпе, ашшӗсене – февралӗн 23-мӗшӗпе, çемйисене Çӗнӗ çул ячӗпе саламлаççӗ.

Çирӗклӗ çамрăкӗсене чун-чӗререн тав тăвас килет. Вӗсем – пуриншӗн те тӗслӗх!

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем