Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче пурăнакансем хăйсен СВОри ентешӗ валли машина туянса пама пысăк тӳпе хывнă
Аксу районӗн волонтерӗсем çак кунсенче СВОри ентешсем патне гуманитари пулăшăвӗ леçме каймашкăн хатӗрленеççӗ. Салтаксем питӗ ыйтнипе ытти питӗ кирлӗ япаласемпе пӗрлех автомашинăсем те илсе каяççӗ. Темиçе машинăран пӗрне Кивӗ Ӳсел каччи Искра валли ятарласа хăй ыйтнипе туяннă.

«УАЗ» машинăна Аксу районӗн халăхӗ пуçтарнă укçапа туяннă. Çапах та машина туянма кирлӗ укçан пысăк пайне – 150 пин тенкине – кивӗӳселсем хăйсем пухса панă. Шкул ачисенчен пуçласа ваттисем таранах хутшăннă çак пархатарлă ӗçе.

Çак ялта пурăнакансем салтаксене пулăшма яланах хастар хутшăнаççӗ, акă хальхинче те кӗске вăхăтра кирлӗ суммăна пухма пулăшрӗç.

Çак кунсенче Аксу волонтерӗсен ертӳçи Анатолий Скворцов кивӗӳселсене Искра валли туяннă машинăна яла килсех кăтартнă. Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова тата салтакăн амăшӗ Елена Романова ял-йыша, район çыннисене хӳтӗлевçӗ валли машина туянма пулăшнăшăн чӗререн тав тăваççӗ, çӗре çити пуç таяççӗ.
Кӗçех машина хуçи патне çитӗ.
Сăнӳкерчӗксене А.Михайлов ярса панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев