Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Максимовсем ТР Тӗп суйлав комиссийӗ РФ Президенчӗн суйлавӗ вăхăтӗнче йӗркеленӗ «Всей семьей на выборы» видеороликсен конкурсӗн призерӗ пулса тăнă.
Ку эрнере Михаил Львовичпа Татьяна Владимировнăна район администрацийӗнче Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысланă.
Хастар, пур ӗçе те çемьепе тума хăнăхнă Максимовсем йышлă çемйипе пӗрле пухăнса видеоролик ӳкернӗ те конкурс комиссине ярса панă. Тăрăшни сая кайман – вӗсен ӗçӗ чи лайăххисен шутне лекнӗ. Маттурсем!
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев