Аксу районӗнчи салтак арăмӗсемпе амăшӗсене уява пуçтарчӗç
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалласа иртнӗ эрнере Аксу район администрацийӗпе Вӗрентӳ управленийӗ пуçарнипе, культура ӗçченӗсем тăрăшнипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен арăмӗсемпе амăшӗсене Культура çуртӗнче уяв кӗрекине пуçтарчӗç. Район пуçлăхӗ Камиль Гилманов хӗрарăмсене уяв ячӗпе саламларӗ, кашнинех чечек çыххи тата асăнмалăх парне пачӗ.
Унтан уяв залра чаплă концертпа малалла тăсăлчӗ. Район пуçлăхӗ К.К.Гилманов сăмах каланă май хӗрарăм çитӗнекен ăрăва воспитани парассинче пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăннине, çемьери тăнăçлăха упракан пулнине палăртрӗ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе хастар хутшăнакан хӗрарăмсене Хисеп хучӗсем, парнесем парса чысларӗ.
Çавăн пекех пикесемпе хӗрарăмсене РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен тӗрлӗ çарӗсен ветеранӗсен «Служу Отечеству» обществăлла организацийӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виталий Маркин, «Тутарстан Республикин тинӗс пухăвӗ» регионти обществăлла организацин Аксу районӗнчи представителӗ Флен Зайнуллин та саламларӗç. Вӗсем салтаксене пулăшас ӗçре хастарлăх кăтартнисене Тав хучӗсем пачӗç.
Районти культура ӗçченӗсемпе ачасем хатӗрленӗ концерт вара залра ларакансене пурне те хавхалантарчӗ.
(Лилия БАТАЛИНА. Аксу районӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев