Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Савгачевăра «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ

Аса илтеретпӗр, «Тутарстанри чăваш пики – 2023» илемпе пултарулăх конкурсӗн финалӗ Хусанта апрелӗн 21-мӗшӗнче пулать

Шкулти чи чипер хӗрӗн титулӗшӗн 8-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекенсем кӗрешнӗ.
Ҫак кун шкул кӗрлесе тӑнă: пурте хăйсен класӗнчи чиперккесемшӗн пăлханнă.
Хӗрсенчен кашни жюри панă килти
ӗçе тивӗçлӗ пурнăçлама тăрăшнă. Конкурсанткăсем хуплу пӗçерме пӗлнине кăтартса панă.
Пӗрле вӗренекенсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ май хӗрсем сцена çине хӑйсем çӗленӗ наци
тумӗсемпе тухнă. Кашни хӗрача ăна мӗнле çӗленине ăнлантарса панă. Кунсăр пуçне хӗрсем хăйсен пултарулăхне те кăтартса панă: халӑх юррисем юрланӑ, ташланӑ е сăвă вуласа панă.
Тӗрлӗ номинацисенче Екатерина Музилееева, София Синдимирова, Марина Андреева тата Диана Якличкина мала тухнă.
Чӑваш пики ятне жюри пайташӗсем Арина Мокинăна панӑ.
Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алевтина Сидоров
ăпа Татьяна Романова конкурса хатӗрленнӗ май, хӗрсене пысăк пулăшу панă.
Мероприяти шкул ачисене чӑваш наци культуринчи тата авалхи халӑх историйӗнчи нумай ҫӗнӗлӗхе уҫса панă.

«Ял пурнăçӗ» хаçат.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев