Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн библиотеки халăхсен хушшинчи «Ачасене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çинчен вуласа паратпăр – 2026» акцие хутшăнчӗ
Ку акцие Самара облаçӗн ача-пăча библиотеки пуçарса янă. Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта вӗренекенсем хаваспах хутшăнчӗç унта.

Библиотекăра ирттернӗ «Ачасене вăрçă çинчен вуласа паратпăр» патриотлăх сехетӗнче сасăпа вулама чăваш çыравçин Николай Ишентейӗн «Татăк тăрăллă ватă юман» калавне суйласа илтӗмӗр. Ку хайлав, вăрçă çинчен çырнă ытти произведенисем пекех, Тăван çӗршыва юратма, çирӗп кăмăллă пулма, çӗршывшăн чи йывăр çулсенче тем те тӳсме тивнӗ çынсене хисеплеме вӗрентет.

Çамрăк вулакансем çак темăпа йӗркеленӗ кӗнеке куравӗпе те хавхалансах паллашрӗç.

Мероприяти вӗçӗнче Татьяна Максимова библиотекарь ачасене сапер ялавӗ тума вӗрентрӗ – вӗсем ятарлă çар операцийӗн зонинче питӗ кирлӗ иккен: хăрушсăр тата хăрушă участоксене палăртма усă кураççӗ вӗсемпе çар çыннисем.

Çапла вара ачасем вăрçă çинчен каласа панине итленипе пӗрлех усăллă ӗç те турӗç – хӳтӗлевçӗсене пулăшас ӗçе пӗчӗк те пулсан тӳпе кӗртрӗç.
Вулатпăр. Астăватпăр. Пулăшатпăр.
Татьяна МАКСИМОВА.
Аксу районӗ,
Саврăшпуç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев