Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Хӗрлӗшурта вăрçă паттăрӗсене халалласа палăк лартрӗç

Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур ялӗнче эпӗ 14 çул кăна пурӑнатăп-ха, çапах та ку ялти халӑх мана питӗ тӗлӗнтерет. Хӗрлӗшурсем питӗ ӗçчен, пултаруллӑ, килӗштерсе пурăнаççӗ. Мӗншӗн апла шутлатӑп-ха?

Акă мӗншӗн. 2023 çулта хӗрлӗшурсем кӗске вӑхӑтра масар çурчӗ туса хучӗç. Ку халӑх ӗçченлӗхне кӑтартать. Кăçал вара пурте пӗрле пуçтарăнса Аслӑ Çӗнтерӳ 80 çул тултарнă тӗле вӑрçӑра паттӑрла пуç хунисене халалласа палӑк лартрӗç. Ку палӑка лартасси ял-йыш, ентешсем укçа хывнипе, район, ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗсем укçа енчен пулӑшнипе пурнăçланчӗ. Чи пӗлтерӗшли – ял халӑхӗ ушкӑнпа ӗçлени, ушкӑнпа тӑрӑшни. 

Майăн 7-мӗшӗнче пирӗн палӑка уçма Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алмаз Мингулов, Раççей Геройӗ, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Камиль Гилманов, Çарăмсан тата Аксу районӗсен çар комиссарӗ Рушан Даутов килчӗç. Хӑнасем хӗрлӗшурсене Аслă Çӗнтерӗвӗн юбилейлă кунӗ тӗлне çакăн пек чаплă палăк лартма пултарнăшăн тав сӑмахӗсем каларӗç, ку шухăша пурнăçа кӗртни питӗ тӗрӗс пулнине палăртрӗç. 

Чи пултаруллисене Тав хучӗпе чысларӗç: Елена Ивановна Финогентовăна – ӗçе пуçламӑшӗнчен тытӑнса вӗçне çити йӗркелесе пынăшăн, Оскар Федорович Тимкина – палӑк валли проект хатӗрленӗшӗн. 

Пирӗн ял халӑхӗ питӗ маттур, çамрăк ăрăва ырă тӗслӗх кăтартать, вӗсене Тăван çӗршыв патриочӗсем пулма вӗрентет. Хам ятран Хӗрлӗшурта пурăнакансене пурне те çирӗп сывлӑх, мирлӗ те лăпкă пурнăç сунас килет. 

Любовь ТИМКИНА.

Хӗрлӗшур.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы