Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районне халалланă

Анат Камăра январӗн 16-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ тӗп библиотекăра ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятире «Аксу районӗпе паллашатпăр» презентаци хатӗрленӗ.

Кăçал ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитет. Çак пысăк юбилее халалласа пирӗн республикăра тӗрлӗ мероприяти ирттерме йышăннă. Анат Кама хули те, паллах, вӗсен ретӗнче. Кăçал Анат Камăри  централизациленӗ библиотека системи «Азбука Татарстана» муниципаллă проекта хута ячӗ. Ăна библиотека ӗçченӗсем ятарласа хатӗрленӗ, мӗн 2020 çул вӗçленичченех çак проект тăрăх республикăри мӗнпур районсен историйӗ çинчен хулари тӗп библиотекăра ятарласа тӗлпулусем, вулавсем ирттерме килӗшнӗ. Анат Камăра январӗн 16-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ тӗп библиотекăра ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă мероприяти иртрӗ. Ăна 5-мӗш филиалăн ертӳçи Римма Сергеевна Нестерова хатӗрленӗ.

Мероприяти питӗ аван иртрӗ. «Тăван кӗтесрен пуçласа аслă Тăван çӗршыв таран» кӗнеке курав-инсталляципе паллашрӗç хăнасем. «Аксу районӗпе паллашатпăр» презентаци те хатӗрленӗ. Районăн гербӗпе, ялавӗпе паллаштарнă хыççăн кунти архитектура палăкӗсемпе истори объекчӗсем çинчен каласа панине итлеме кăсăклă пулчӗ. Кунта Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ, тӗнче шайӗнче палăрнă Хасан Туфанпа Николай Полоруссов-Шелепин, Газиз Кашаповăн сăввисем янăрарӗç. Чăвашла, вырăсла, тутарла итлеме питӗ те кăмăллă пулчӗ. В.И.Волковăн «Край родимый, Аксубай» кӗнекипе паллаштарчӗ пире Римма Сергеевна. Кунта Анат Камăри чăвашсен обществине йӗркелесе яраканӗ, 5 кӗнеке авторӗ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Наталья Зотеева, 6 кӗнеке авторӗ, Чăваш писательсен союзӗн тата ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Анжелла Пильщикова, Альфия Сибгатуллина поэтессăпа Рушания Габбасова та чӗннӗ хăнасен шутӗнче пулчӗç.
Римма Сергеевнăна «Чтение без границ» литература студине çӳрекен  çамрăксем – Диана Павловская, Миша Ульянин, Марсель Низамутдинов  пулăшса пычӗç.
Уявра Аксура çуралса ӳснӗ паллă çынсене сăмах пачӗç. Наталья Зотеева çуралнă вăхăтсенче ТАССР йӗркеленни 14 çул çеç пулнă. Ялсенче те, район центрӗнче Аксура та вăл вăхăтра пурнăç лайăхах пулманнине аса илчӗ Наталья Александровна. Аксу районӗнче çуралса уснӗ Альфия Сибгатуллина хăйӗн сăввисене вуласа пачӗ. Анжелла Пильщикова та Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăш ялӗнче çуралнă. Ытарайми тăван тавралăха халалланă сăввипе залра ларакансене паллаштарчӗ.
Итлекен-куракансен йышӗнче Анат Камăри 2-мӗш номерлӗ шкулта вӗренекенсем, Н.В.Лемаев ячӗллӗ нефтехими колледжӗн студенчӗсем, 5-мӗш библиотека вулаканӗсем пулчӗç. Ку мероприяти хăй умне лартнă тӗллевсене пурнăçларӗ тесе шутлатăп.
Римма Сергеевна Нестерова Кивӗ Тимушкел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çавăнпа та хăйӗн тăван районне халалланă мероприятие питӗ аван хатӗрленӗ. Пирӗншӗн, хулари чăвашсемшӗн, ку мероприяти тӗлпулу вырăнӗ те пулчӗ, кăмăла çӗклерӗ. Малашне те хула шайӗнче ирттерекен мероприятисем чăвашсене пӗрлештерсе тăрасса шанас килет.
Алевтина НАЗАРОВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 100-летие ТАССР