Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури «Нежность» центра çӳрекенсем районти ЧНКЦ ертӳçипе Роза Чентаевапа тӗл пулчӗç

Аксури «Нежность» Халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн тӗпелӗнче иртнӗ эрнери кунсенчен пӗринче яланхинчен хăтлă тата тутлă пулчӗ. Мӗншӗн тесен кунта социаллă пулăшу илекен çамрăксем патне Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Николаевна Чентаева килчӗ.

Роза Николаевна тăван халă­хăн культурине упрас тесе чунтан тăрăшакан çын. Вăл ачасене йăва пӗçерме вӗрентрӗ. Çак апатсăр  чăвашсен Кивӗ Çӗнӗ çулӗ иртмест темелле. Ачасем Роза Николаевна вӗрентнине хаваспах ăша хыврӗç – хăйсен аллипе чуста çăрса тутлă йăвасем касрӗç, пӗçерчӗç.  

Паллах, тӗлпулу тутлă апат пӗ­çернипех вӗçленмерӗ.

Районти Чă­ваш наципе культура центрӗн ер­тӳçи ачасене чăваш халăхӗн йăли-йӗрки пирки те интереслӗ каласа пачӗ. Хӗрсене Роза Николаевнăн чăваш тӗрриллӗ питӗ те хитре тумӗ уйрăмах кăсăклантарчӗ. Вӗсем кашни тӗрӗ мӗне пӗлтернине тӗпчерӗç. 

Пирӗн «Эчпочмак» ят панă тӗ­пелте çак кун туслăхпа пӗрлӗх хуçаланчӗ. Ачасем çӗнӗ рецепта алла илнисӗр пуçне хамăр тăрăхăн чӗрӗ историйӗпе те паллашрӗç. 

Роза Николаевнăна пирӗн па­та çӳрекен çамрăксене нумай çӗннине пӗлме пулăшнăшăн, чăваш культурипе паллаштарнăшăн пӗтӗм чун-чӗререн тав тăватпăр.

Ольга МАКАРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев