Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗнче инвалид ачасемпе çамрăксене хăйтӗллӗнлӗхе хăнăхтараççӗ

«Пӗр пек майсен çурчӗ» вăл — пултарулăх мастерскойӗ. Унта ăс-тăн енчен йывăрлăхсем пур ачасемпе аслисем ӗçлеме вӗренмешкӗн килеççӗ. Мастерской вӗсене пултарулăх потенциалӗ урлă пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, малалла аталанма кирлӗ хатӗрсене палăртма, хăйпе пӗр шухăшлисене тупма май парать.

«Пӗр пек майсен çуртӗнче» ачасем тăван тавралăхпа паллашаççӗ, пӗр-пӗринпе хутшăнаççӗ, ӳкерме, тӗрлӗ япала тума вӗренеççӗ, адаптивлă физкультурăпа аппаланаççӗ. Кил хуçалăхне тытса пыма вӗреннипе професси илме хатӗрленни вара — пуринчен те пахи пуль.


Этем хăйӗн килӗнче пурнăçӗн виççӗмӗш пайне ирттерет. Çавăнпа та кашни çурт, хваттер, пӳлӗм гигиена ыйтнине тивӗçтермеллех — вăл таса, çутă тата ăшă пулмалла. «Пӗр пек майсен çуртӗнче» иртекен занятисенче шăпах кил-çуртра тирпей тытса тăма вӗрентеççӗ те ӗнтӗ. 


Шутласа пăхăр-ха, эпир, аслисем, кашни ӗçех ачасене шанса параятпăр-и-ха? Сăмахран, кӗпе-йӗм çума, якатма, çурăлнă тумтире çӗлеме, вараланнă пушмака тасатма тата ыттине те? Пӗр-пӗр кăлтăкпа çуралнă ачасен ашшӗ-амăшӗсем нумай чухне пур ӗçе те хăйсем çине илеççӗ, çавăнпа та ачисем ӳсерехпе хăй тӗллӗн нимӗн те тума пӗлмеççӗ. 


«Пӗр пек майсен çуртӗнче» вара ачасем специалистсем пулăшнипе хăйсем тӗллӗнех ӗç тума вӗренеççӗ: япаласем якатмалли хăмана лартаççӗ, утюга розеткăна чикеççӗ, вăл хӗрнипе хӗрменнине тӗрӗслеççӗ, типнӗ япалана майлаштарса хураççӗ, якатаççӗ. Якатса пӗтерсен утюга розеткăран кăлараççӗ, якатмалли хăмана пуçтарса хураççӗ, япаласене шкафа чикеççӗ. Кил-тӗрӗшри ытти ӗçсене те çак схемăпах вӗренеççӗ вӗсем. 


Кăçал вара «Пӗр пек майсен çуртне» тата анлăлатасшăн, мӗншӗн тесен «Эчпочмак» инклюзи тӗпелӗ» проект «Абсолют-Помощь» Ыркăмăллăх фончӗ ирттернӗ грантсен конкурсӗнче çӗнтерчӗ. Эппин Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗнче «Эчпочмак» кулинари мастерскойне хута ярăпăр. Унта сывлăх тӗлӗшпе йывăрлăхсем пур ачасемпе аслисем апат хатӗрлеме вӗренӗç. Кунта та «ансаттинчен кăткăсраххи патне» принципа тӗпе хурса ӗçлӗпӗр. Малтан салатсем хатӗрлеме хăнăхăпăр, унтан — макарон, печени... Кам пӗлет, тен кăшт вăхăт иртсен ачасем специалистсем пулăшнипе проектпа пӗр ятлă кукăле — эчпочмака та — хатӗрлеме вӗренӗç... 


Çапла утăм хыççăн утăм туса «Пӗр пек майсен çурчӗ» инвалид ачасемпе çамрăксен пурнăçӗн пахалăхне ӳстерет, вӗсене хăй тӗллӗн пурăнма вӗрентет, кăмăла каякан ӗçе алла илме хăнăхтарать. 


Ольга МАКАРОВА.


Аксу районӗ.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев