Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури «Снеговик-фест»: пӗрле чух хӗллехи сивӗ кун та ăшăрах

Ӗнер Аксу район центрӗнче «Кӳршӗ» проект шайӗнче «Снеговик-фест» çемье пикникӗ иртрӗ. Мероприятие Аксури Тӗп библиотека системи йӗркелесе ирттерчӗ.

Уяв программи питӗ пуянччӗ. Кунта юр кӗлеткесен (снеговиксен) парачӗ те, вырăнти артистсем йӗркеленӗ концерт та иртрӗ. Пухăннисем тӗрлӗ вăйăсем вылярӗç, ташларӗç, ватрушкăпа ярăнчӗç, спорта юратакансем «Клюшка-шоуна» хутшăнчӗç. Алкогольсӗр глинтвейн ӗçсе ăшăнма та май пулчӗ. Юр кӗлеткесемпе пӗрле ятарласа тунă фотозонăра сăн ӳкерӗнес текенсем те нумайăнччӗ.

Уяв программине Аксури Тӗп библиотека системин директорӗ Ирина Анатольевна Телешева уçрӗ. Вăл пурне те саламларӗ, ăнăçу сунчӗ, çанталăкпа ăннине палăртрӗ.

Аксу район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе ӗçлекен çумӗ Алексей Сергеевич Тимирясов Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов ырă кӳршӗлӗх проекчӗсене аталантарасси çине пысăк тимлӗх уйăрнине палăртрӗ. Алексей Сергеевич пурне те Аксу районӗн пуçлăхӗн Алмаз Минвазыхович Мингуловăн ятӗнчен саламларӗ, Ирина Анатольевнăна грант конкурсӗнче çӗнтернӗшӗн тав турӗ.

Уява хутшăнакансене çавăн пекех культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталья Геннадьевна Куштукова саламларӗ, вăхăта савăнăçлă та усăллă ирттерме сунчӗ.

«Снеговик-фест» каллех çакна çирӗплетрӗ: пӗрле чухне хӗллехи сивӗ кун та ăшăрах, интереслӗрех.

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев