Аксусемпе теччӗсене, алексеевскисемпе çӳлтусене савăнмалăх
«Пӗчӗк хуласемпе историлле вырăнсен аталанӑвӗ» X Пӗтӗм Раççей юбилейлӑ форумӗн ӗçне августăн 21-мӗшӗнче пленарлӑ ларура пӗтӗмлетрӗç. Çакăнтах икӗ пысӑк конкурс çӗнтерӳçисен ячӗсене пӗлтерчӗç: хула вырăнӗсене хӑтлӑх кӗртессипе чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раççейри X конкурсӗ, Федерацин Инçет Хӗвелтухӑç округӗнчи регионсен IV конкурсӗ.
Сесси ӗçне РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин, РФ Правительство Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин тата РФ Строительствăпа ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин хутшӑнчӗç. «Обществăлла вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси – регионсен аталанӑвӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Вӑл хуласене улӑштарать кӑна мар, çынсен пурнӑç пахалӑхне те лайӑхлатать. Президент йышӑнӑвӗпе пуçарнӑ «Хула вырăнӗсене хӑтлӑх кӗртесси» федераллă проект çак ӗçре витӗмлӗ инструмент пулса тӑчӗ. 2019 çултанпа 74 пине яхӑн обществӑлла вырăна тата картише юсаса çӗнетнӗ, «Халиччен «Хула вырăнӗсене хăтлăх кӗртесси» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн çӗнтерӳçисен 926 проектне пурнӑçа кӗртнӗ», – палӑртнӑ Марат Хуснуллин.
Конкурсра 294 проект çӗнтернӗ. Вӗсенчен 54-шӗ Федерацин Инçет Хӗвелтухӑç округӗн регионӗсенче пурнӑçланӗ. Хальхинче конкурса пӗрремӗш хут 5 пин çынран тăракан пӗчӗк хуласем хутшӑннӑ. Çаплах Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенчен – ДНР, ЛНР, Запорожье тата Херсон облаçӗсенчен – 25 заявка килнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ çӗнтернӗ. Çӗнтерӳçӗ проектсем Раççей хулисене хӑтлӑрах, илӗртӳллӗрех тӑвӗç.
Тутарстанран «Обществăлла вырӑнсене хăтлăх кӗртесси» конкурса 16 проект тăратнине эпир иртнӗ номерте çырнăччӗ. Вӗсенчен улттăшӗ çӗнтернӗ, пӗтӗмпе 474,3 миллион тенкӗлӗх федераллă грант ку.
Форум ӗçӗ пархатарлă пулни куçкӗрет, кăçалтан ялсем, хула еверлӗ поселоксем хăйсен проекчӗсене конкурса тăратма пултарчӗç. Çавăнпах Çӳлту ялӗ, Аксу тата Алексеевски хула евӗрлӗ поселоксем çӗнтерейнӗ. Теччӗ, Кукмор, Мензелинск хулисен проекчӗсем те çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ.
Кунта çакна каласа хăварни вырăнлă пулӗ. Сăмах пӗлтерӗшлӗ конкурс, укçа-тенкӗ пирки пырать пулсан проект чăнах та халăха куç пек кирлӗ пулни çеç сахал, ăна ӗнентермелле кăтартса пама пӗлмелле. Ку енӗпе республикăн опыт пысăк, Тутарстан хулисене аталантарассипе институт районсен, хуласен администрацийӗсене проекта тӗрӗс хатӗрлеме пулăшать.
20 – 50 пин çын пурăнакан ял-хуласенчен Çӳлтун «Ялăн çӗнӗ пурнăç – паркăн çӗнӗ пурнăç» проекчӗ çӗнтернӗ. «Заказанье» парк лартма 91,8 миллион тенкӗлӗх грант тивет яла. Ку обществăлла вырăна 2016 çулта уçнă, анчах Хусан ял пурнăçне тарăнрах та тарăнрах кӗнӗрен пурăнакансем йышланнипе парка хальхи вăхăтпа килтерсе анлăлатмалла.
5 – 20 пин çын пурăнакан хула-поселоксенчен Кукмор хули «Кукмор ансамблӗ» проектпа çӗнтернӗ, урамсене йӗркене кӗртме 76,5 миллион тенкӗ федераллă бюджетран уйăрӗç. Аксу хула евӗрлӗ поселок та 76,5 миллион тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Ленин, Советская, Романов урамӗсем çавăрса илнӗ территорие йӗркене кӗртесшӗн аксусем. 2015 çултан тӗллӗн-тӗллӗн юсаса илемлетнӗ лаптăка, пӗр пысăк хитре центра çавăрма вара халӗ пулман.
Çак категориренех Алексеевски поселокӗ те. Ăна та федераллă бюджетран 76,5 миллион тенкӗ уйăрӗç. Хăтлă парксемпе скверсен хушшинчи лаптăка тирпейлеме конкурса проект хатӗрленӗ. Мензелинск та 76,5 миллион грант илме тивӗçнӗ. Пуян историллӗ К.Маркс урамне çӗнетесшӗн ку укçапа. «Ăрусен диалогӗ – Малкин урамне чӗрӗлӗх кӗртесси» проект 76,5 миллион тенкӗлӗх грант кӳнӗ Теччӗ хулине. Ку урамра хула бульварне уçасшăн.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк minstroy.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев