Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Альцгеймер чирне сиплес ӗçри çӗнӗ майсем

Раççей ăслăх академин Хусан ăслăх центрӗн, Хусан федераллă университечӗн, Хусанти наци тӗпчев технологи университечӗн тата Чулхулари Раççей ăслăх академин металл органика химийӗн институчӗн ăсчахӗсем çутçанталăкра тӗл пулакан пирокатехин никӗсӗнче çӗнӗ молекулăсем шутласа кăларнă. Çак молекулӑсем Альцгеймер чирӗпе кӗрешме пулӑшма пултараççӗ. Вӗсен тӗпчевӗ Journal of Molecular Liquids журналта пичетленнӗ.

Тӗпчевçӗсем бутирилхолинэстераза (BChE) фермент ӗçне пусаракан молекулӑсем тунă. Альцгеймер чирӗн аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан фермент ӗçлеме пăрахсан  организмра нерв клеткисен хушшинче  пӗр-пӗрне сигналсем паракан  япаласем пухӑнаççӗ. Ку пуç миммине тӗрӗс ӗçлеме кирлӗ.

Çак молекулăсен фермента майӗпен чарни (харăс мар) эмел дозине чакарма тата унӑн витӗмне тăсма май парать. Ку пуç мими чирӗсене сипленӗ чухне уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен эмел кирлӗ вырӑнта нумайччен пулать.

Ӑсчахсем çак молекулӑсем пӗчӗк структурӑсене (наночастицăсене) пӗрлешме пултарнине те  асӑрханӑ. Молекулӑсен йышӗ ӳссен вӗсем кӑткӑсланаççӗ, тӗсне улӑштараççӗ. Молекулӑсем H-агрегат текен ушкӑнсене пухӑнаççӗ.

Ӑсчахсем шутласа кăларнă ӗнӗ молекулăсем Альцгеймер чирӗпе темиçе енчен харӑс кӗрешме пултараççӗ. Çавăнпа япăхрах ӗçлекен, сиенлӗ донепезил е ривастигмин йышши хальхи эмелсенчен уйрӑлса тӑраççӗ.  Çӗнӗ молекулӑсем хӑрушсӑртарах та тухӑçлӑрах. Альцгеймер чирне сиплес ӗçре çӗнӗ майсем уçасса шанаççӗ ăсчахсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение РАН Альцгеймер