Александр Николаевич БУШУЕВА сумлă юбилейпе!
Тӗнчери чи хаклă çыннăмăра, мăшăра, аттене, хуняçана, асаттене, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Александр Николаевич БУШУЕВА сумлă юбилейпе – мартăн 26-мӗшӗнче 70 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
Эсир пирӗншӗн çеç мар, ял-йышшăн та хисеплӗ çын, сумлă вӗрентекен. Сире ыр кăмăлтан тулли телей, хурçă пек çирӗп сывлăх, çемьере ăнланупа юрату, тату пурнăç сунатпăр! Эс пурри пирӗншӗн чăн пысăк телей!
Илемлӗ ӳсӗм – çитмӗл çул!
Роман çырмалăх сан кун-çул:
Ӗçре туптаннă, илнӗ чыс та сум –
Ху ӗçӳпе, чунтан тăрăшнипе.
Шăпа сана кӳрентермен –
Ыр арăм панă, вăл çур пурнăç,
Кăйкăр пек виçӗ ывăлу,
Пирӗшти евӗр кинӳсем.
Яту çухалмӗ ӗмӗрне
Упранӗ вăл мăнуксенче!
Мăшăрӗ Мария, ывăлӗсемпе кинӗсем: Эдуардпа Лилия, Игорьпе Елена,
Дмитрийпе Валентина,
9 мăнукӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев