Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Пăртта пьесисен пӗрремӗш кӗнеки кун çути курчӗ

Чăваш кӗнеке издательствинче Александр Пăртта (Степанов) çырнă пьесăсен пуххин пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ăна «Ман пылак çырлам» тесе ят панă.

Ку автора литературăна юратакансем те, сцена искусствине кăмăллакансем те аван пӗлеççӗ. Актер ăсталăхне Ярославль хулинчи Ф. Волков ячӗллӗ академи драма театрӗ çумӗнчи Театр институтӗнче вӗреннӗскер, вăл 1990 çултанпа Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗнче ӗçлет, тӗрлӗ-тӗрлӗ сăнарсем калăплать. Ӗнентермелле вылять. 2018 çулта «Чăваш Республикин халăх артисчӗ» сумлă ята тивӗçрӗ.

Александр Иванович хăй те пьесăсем, сăвăсем çырать. 1997 çултанпа — Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ.

Театр искусствин «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗнче «Çулталăкри чи лайăх драматурги» номинацире вăл «Çиçӗм тивнӗ чунсем» (2007) тата «Укçа чул кастарать» (2010) пьесăсемпе çӗнтернӗ. Республикăра 2012 çулта ирттернӗ пьесăсен конкурсӗнче «Килех килчӗ тур çырни» пьесăпа 3-мӗш степеньлӗ диплом илнӗ.

Драматург çырнă пьесăсене республикăри пысăк сценăсем çинче те, халăх театрӗсенче те тăтăшах лартаççӗ. Камит пырать-и, трагеди-и — куракансем вӗсене кăсăкланса пăхаççӗ, кăмăлласа йышăнаççӗ. Сцена вăрттăнлăхӗсене тата пурнăçа аван пӗлнӗрен пьесисем те интереслӗ пулса тухаççӗ.

Александр Пăртта — ачасем валли çырнă «Уйăх ачи» (2005), «Пирӗн урам» (2010), «Атьăр туслашар» (2015), çитӗннисене халалланă «Юратса юратман юрату» (2001), «Хӗллехи юратуллă каçсем» (2021) кӗнекесен авторӗ. Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ.

Çак кунсенче тухнă «Ман пылак çырлам» кӗнекене авторăн 1997 — 2017 çулсенче çырнă «Турă пӳрмен юрату», «Качча кайиччен», «Вăрмана юлнă çамрăклăх», «Савни килчӗ салтакран», «Çиçӗм тивнӗ чунсем», «Укçа чул кастарать», «Килех килчӗ тур çырни» тата «Ман пылак çырлам» пьесисем кӗнӗ. Драматург хăйӗн произведенийӗсенче тăван халăхăн кулленхи пурнăçне сăнлать. Ырри те, усалли те — тем те пулса иртет геройсен пурнăçӗнче, çапах та тӗп вырăнта — çынна вăй-хал паракан, хавхалантаракан туслăхпа юрату.

Кӗнеке республикăри тата ун тулашӗнчи чăвашла спектакльсем лартакан халăх театрӗсем валли паха парне пулӗ. Тӗрлӗ жанрпа çырнă пьесăсене илемлӗ литература хальлӗн вулама та интереслӗ. Автор халь пьесăсен иккӗмӗш кӗнекине хатӗрлет.

Галина МАТВЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: драматурги