Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЛЕКСЕЕВСКИ ÇӲП-ÇАП СОРТЛАМА ТЫТĂНАТЬ

Республика çӳп-çаппа кӗрешме пуçларӗ. Алексеевски районӗнче çӳп-çап тирпейлекен станци тума хатӗрленеççӗ. 2022 çулччен кун пек станцисем Тури Услонпа Арскра та пулмалла.

Çитес вăхăтра Алексеевски районӗнче çӳп-çапа сортлакан станци туса хумалла. Кун валли 200 миллион тенкӗ инвестици хывма палăртнă. Вырăнти «Заря» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра станци хăш вырăнта пулас ыйтупа ӗçлеççӗ. План тăрăх, уйăрнă çӳп-çапăн 10-15%  Хусана ăсатмалла, ыттине çутçанталăк сыхлавӗн законӗпе килӗшӳллӗн вырăнтах тирпейлемелле. Урăхла каласан пресласа брикетсем туса пытармалла. Çапла майпа пухăннă çӳп-çапри кирлӗ компонетсене (макулатура, пластик упаковка, метала тата кӗленчене) уйăрма пулать имӗш.  Алексеевски районне çӗнӗ станци 80 çынна ӗçпе тивӗçтерме те шантарать. Хаçат 2022 çулччен кун пек станцисем тата Арскпа Тури Услонра та тума палăртнине хыпарлать. Çапла майпа малашне çӳп-çапа полигонсене вуçех те тăкмалла мар тесе тӗллев лартнă.

Анчах Хусанта çӳп-çап çунтаракан пӗртен-пӗр завод (ăна шăпах кăçал çулла тума пуçламалла) пӗтӗм республикăри çӳп-çапа çунтарса пӗтерейменни те паллă. Эппин, кун йышши завод промышленность аталаннă регионта пӗрре кăна та пулмасси куçкӗрет, хальлӗхе вӗсем ăçта вырнаçасси паллă мар-ха. Çырчалли пирки кăна сас-хура çӳрет. Анчах та Хусан тӗслӗхне тӗпе хурсан, вӗсем ăçтарах пулассине тавçăрма та йывăр мар пек. Кунта та малтан халăха хумхатас мар тесе малтан çӳп-çап сортлакан станци турӗç, кайран завод пирки те сăмах тухрӗ. Вырăнти халăх тем чухлӗ хирӗç пулсан та, ун сассине çӳлтисем илтмӗш туса ӗçе малаллах тăсрӗç, тăсаççӗ те. Çав вăхăтра таврана варалакан полиэтилен, пластик упаковкăсене сахаллатас тесе çăвар уçакан вара хальлӗхе çук-ха. ( А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество