Алексеевски районӗнче 15-ри ача путнă
Нумаях пулмасть Алексеевски районӗнчи Сухие Курнали ялӗ çывăхӗнчи кӳлӗре шыва кӗнӗ чухне 15-ри арçын ача путнă. Шел те, ăна çынсем кая юлса кăна асăрханă. Шывран кăларса медицина ӗçченӗсен аллине панă пулсан та, çăлса хăварайман.
Çакнашкал трагеди Хусан хӗрринчи Комсомольское кӳллинче те чутах пулайман. Унта кӳлӗ урлă ишсе каçма хăтланнă 13-ри хӗрача чутах вилмен. Кӳлӗ варринче вăйӗ пӗтсе çитнипе путма тытăннăскере, çав самантра кӳлӗре кимӗпе дежурствăра тăнă çăлавçă асăрхаса ӗлкӗрнӗ. Çăлавçă ăна шывран кăларса çыран хӗррине илсе тухнă. Хӗрачана медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулман. Шывра хăйне мӗнле тытмалли пирки кăна профилактика калаçăвӗ ирттернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев