Алексей Ярухина «Раççей Федерацийӗн хăйтытăмлăх управленийӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят панă
РФ Президенчӗн В.Путинăн июлӗн 13-мӗшӗнче тухнă 488№ указӗпе Çӗпрел районӗн администраци пуçлăхӗн çумне Алексей Егорович Ярухина «Раççей Федерацийӗн хăйтытăмлăх управленийӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят панă. Саламлатпăр!
Алексей Егорович çак хисепе вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗн тытăмӗнче нумай çул вăй хунăшăн, районăн социаллă экономика ыйтăвӗсене вăхăтра татса халăх пурнăçне лайăхлатма тăрăшакан компетентлă, яваплă ертӳçӗ пулнăшăн тивӗçнӗ.
Аса илтеретпӗр, Алексей Егорович Ярухин 1966 çулхи март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче çуралнă. Ӗç çулне Чапаев ячӗллӗ тăван колхозӗнче пуçланă, çарта пулнă, аслă пӗлӳ илнӗ. 20 çул Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçленӗ. 2019 çултан пуçласа паянхи кунччен район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ. Кунсăр пуçне Упи ял хутлăхӗн канашӗн депутачӗ тата нумай çул вырăнти Чăваш наципе культура центрне ертсе пырать. Пултаруллă ентешӗмӗре хисеплӗ ят илнӗ ятпа эпир те чунтан саламлатпăр! Малалла та çапла тухăçлă ӗçлеме иксӗлми вăй-хал сунатпăр! (Сăнӳкерчӗк А.Ярухинăн харпăр архивӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев