Алешкин Саплăк ялӗнчи Клементьевсем «Всей семьей на выборы» акцие тӗрев парса çемйипех суйлава кайнă
Çӗнӗ хыпарсем

Алешкин Саплăк ялӗнчи Клементьевсем «Всей семьей на выборы» акцие тӗрев парса çемйипех суйлава кайнă

Ача-пăча вăл ашшӗ-амăшӗн тӗслӗхне ăша хывса ӳссе çитӗнет. Ырă вăрлăхран ырри çитӗнет, начарринчен япăххи. Клементьевсем акă ачисене мӗн пӗчӗкрен гражданла активлă пулма вӗрентеççӗ.

Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Клементьевсем çемйипех РФ Президенчӗн суйлавне хутшăннă.
Наталья Клементьева «Нечкебил» çемье фестивалӗн финалистки, нумай пулмасть «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсӗнче «Хӗрарăм — Анне» номинацире çӗнтерчӗ.
Клементьевсем 6 ача çуратса ӳстернӗ, аслă ывăлӗ хальхи вăхăтра СВОра. Мăшăр ачисене тӗрӗс воспитани пама, тăван çӗршыва юратма тата гражданла активлăха аталантарма вӗрентет — ырă тӗслӗх кăтартса.


#Выборы2024

Нет комментариев