Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Алешкин Саплăк шкулӗнче Вӗрентекен музейӗ уçăлнă

Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ умӗн Çӗпрел районӗнчи В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин Саплăк шкулӗнче «Учить – учиться. Созидать» ятпа учительсен музейӗ уçăлнă, тесе пӗлтерет ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби.

Унччен шкулти çак пысăках мар пӳлӗмре таврапӗлӳпе В.Дементьев музейӗ пулнă. Кăçалхи майăн 9-мӗшӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе юсаса çӗнетнӗ ялти икӗ хутлă Культура çуртӗнче çав икӗ музейӗн экспозицийӗсене пысăкрах пӳлӗмре вырнаçтарчӗç. Шкулти музейсен пушаннă вырăнӗнче вара вӗренсе тухса кайнисем тепӗр музей уçма сӗннӗ.

«Эпир, çак 120 çулхи шкултан вӗренсе тухса кайнисем, кунта Учитель музейӗ уçма шутларăмăр. Çапла майпа хамăра вӗрентнӗ учительсене тав тăвас терӗмӗр», – каласа парать çак шкулта вӗреннӗ Александр Шадриков, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ.

Музее кӗнӗ çӗрте курма килекенсене СССР вăхăтӗнчи формăллă çын çӳллӗш фигурăсем кӗтсе илеççӗ. Стендсем çинче тӗрлӗ çулсенчи çыру хатӗрӗсене, вӗрентекенсем хăйсен аллипе тунă вӗренӳ пособийӗсене курма пулать.Музейӗн стени çинче вара çулран-çул ӳссе пыракан «Вӗренсе тухнисен йывăçӗ» «ешерет».

«Кашни çыннăн хăйне вӗрентнӗ учительсене хакламалла. Çак пархатарлă профессийӗн авторитетне тавăрмалла. Вӗсем ача лайăх çын пултăр тесе нумай вăй хураççӗ. Чи малтан шкулта илнӗ пӗлӳ ачаран мӗнле çын пулни çине витӗм кӳрет те, – палăртать Александр Валерьевич. – Вӗренсе тухнисенчен кам-тăр усламçă пулас тейӗ. Ку питӗ аван! Чи лайăх вӗрентекенсен вара, ман шутпа, тăван шкула вӗрентекен пулса таврăнмалла. Пирӗн задача – вӗсене тăван яла, республикăна, çӗршыва вăйлăрах тăвас ӗçре çитӗнӳсем тума тӗрев парасси. Феофан аттен лайăх сăмахсем пур: «Хăв çуралнă вырăна лайăхлатма пулăшса эпир Аслă Раççее лайăхлататпăр». Эпӗ унпа килӗшетӗп».

 

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин материалӗ тăрăх хатӗрленӗ, сăнӳкерчӗксем вӗсен.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев