Паян Петербургри халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче Олимп чемпионкине Алина Загитовăна БРИКС Вăййисен посолӗ пулма çирӗплетнӗ.
ТР спорт министрӗ Владимир Леонов спортсменкăна сертификат панă. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствине Республикăн «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин представителӗ Дина Газалиева Санкт-Петербургран пӗлтернӗ.
Çавăн пекех асăннă турнирăн посолӗ пулма Раççей боксерне, Вологда облаçӗн вице-кӗпӗрнаттăрне Александр Поветкина та суйланă.
Аса илтеретпӗр, БРИКС Вăййисем Хусанта июнӗн 12 — 23-мӗшӗсенче 16 спорт объектӗнче иртеççӗ. 97 çӗршывран 5 пине яхăн спортсмен килмелле унта хутшăнма. 27 спорт дисциплинипе иртекен ăмăртусенче 387 медаль комплекчӗ вылянтарӗç.
Сăнӳкерчӗк ТР Спорт министерствин пресс-службин.
Нет комментариев