Алла калем тытма вăхăт
«Глаголица» Преми 2025 çулта РФ Çутӗç министерстви сӗнекен мероприятисенчен пӗри пулса «Тутарстанăн чи лайăх çутӗç проекчӗ» статуса тивӗçнӗ
XIII «Глаголица» Халăхсен хушшинчи никама пăхăнман литература премийӗн çӗнӗ сезонӗ пуçланчӗ. 10 – 17 çулсенчи ачасен хушшинче иртекен конкурса йӗркелекенӗ яланхи пекех «Счастливые истории» ыркăмăллăх фончӗ.
Конкурса йӗркелекенсем, жюри пайташӗсем тата литература премийӗн лауреачӗ иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче пулса кăçалхи сезон çинчен каласа пачӗç.
«Счастливые истории» фондăн ӗç тăвакан директорӗ Елена Исламова «Глаголица» конкурса масштаблă экосистема тесе ăнлантарать. Конкурса хутшăнакансем Раççейрен, Тутарстанран çеç мар, ытти çӗршывсенчен те йышлă. Çамрăк ăрăва литература пултарулăхне кăтартма май панисӗр пуçне ку енӗпе малалла аталанма условисем туса парать. Ачасен мероприятийӗсем «Адымнар» билингвальлӗ шкулта иртеççӗ. Хăйсем суйласа илнӗ литература формисемпе малалла атланма пултараççӗ кунта. Йӗркелӳçӗсем паллă çыравçăсемпе, режиссерсемпе тата сценаристсемпе тӗлпулусем, мастер-классем ирттереççӗ. Тӗпрен илсен конкурс «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне вун виçӗ çул каяллах пурнăçлама пуçланă теес килет. Ахальтен-и, конкурссен кашни сезонӗ çӗнӗ уçлăха уçнă пек иртет. Калăн, çитес çул тата мӗн хушма пулать ӗнтӗ, халӗ те питӗ çӳллӗ шайра. Тепӗр сезон тата интереслӗрех иртесси пирки иккӗленмелле те мар. Иртнӗ сезонсенче Мускав хӗрринчи Царицынăри РОСТ театрăн илемлӗх ертӳçи, кино, театр тата телевидени актриси, РФ тава тивӗçлӗ артистки Нонна Гришаева конкурсăн пӗтӗмлетӳ каçне ертсе пыратчӗ пулсан, кăçал вăл Преми элчи. Унпа хăйӗнпе те видеоçыхăну пулчӗ. Нонна Валентиновна пӗлтӗр пӗрремӗш хут номинацисен списокне кӗнӗ драматургин авторӗсенчен пӗрин Александр Разовăн (Мускав) «Лазаревы леденцы» ӗçне Царицынăри РОСТ театрăн артисчӗсем вуланине аса илчӗ. Пьеса питӗ килӗшнипе ăна театрта лартма йышăннă иккен. Преми элчи кăçал та çавăн пек вăйлă ӗçсем пуласса шанни çинчен каларӗ. Драматурги жанрӗпе çыракансен ӗçӗсене 2026 çулта та театр критикӗ, «Экият» театрăн илемлӗх ертӳçин пулăшуçи, ТР культура министрӗн канашçи, ТР Культура министерстви çумӗнчи обществăлла канашăн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн литература консультанчӗ, Д.Сиразиев тата М.Джалиль ячӗллӗ премисен лауреачӗ Нияз Игламов хак парӗ, паллах, çамрăк драматургсен пьесисене интересленсе вулакан ӗçтешӗсем тата пулӗç жюрире.
Çамрăк журналистсен номинацийӗнчи авторсене «Казанские ведомости» хаçатăн тӗп редакторӗ Венера Якупова Надежда Ажгихина ӗçтешӗпе хаклать. Ку номинацире çыракансене икӗ тема сӗнеççӗ: пӗрремӗшне суйласа илнисен «Зачем читать газеты?» ыйту çине хуравлама тивет. Тепӗр теми – «Мой сверстник – это...». Венера Абдулловна чи лайăх хайлавсене «Казанские ведомости» хаçатра пичетлессине пӗлтерчӗ.
Тутарла çырнă прозăлла хайлавпа 2025 çулта Лиана Шакирова (Актаныш) Хрусталь тăмана çӗнсе илейнӗ. Лауреат конкурса иккӗмӗш хут хутшăнни çинчен каласа пачӗ. Хӗрача хăй çӗнтернипе те, интереслӗ çынсемпе тӗл пулма май килнишӗн те, çӗнӗ юлташсем тупнишӗн те савăннине пӗр пытармасăр каласа пачӗ. Тантăшӗсене хавхалантарса конкурса хутшăнма чӗнчӗ. Паянхи куна тутарла çырнă хайлавсемпе хутшăнас текенсем сахалрах пулни çинчен пăшăрханса калаçрӗ конкурсăн улшăнми жюри пайташӗ, паллă тутар писателӗ, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Галимьян Гильманов. Апла пулин те тутарла çыракансен шучӗ çулран çул ӳснине палăртмалла.
Кăçал йӗркелӳçӗсем çак номинацисемпе çамрăк авторсенчен ӗçсем кӗтеççӗ: вырăсла çырнă проза (10–13 тата 14–17 çулсенчисем); вырăсла çырнă поэзи (10–13; 14–17); вырăсла çырнă эссеистика (14–17); тутарла çырнă проза (14–17); тутарла çырнă поэзи (14–17); акăлчанларан илемлӗ куçарнисем (14–17); билингвăсем (10–13; 14–17); вырăсла çырнă драматурги (14–17).
Нихăçан пулманнине, кăçал «Глаголица» пресс-конференцийӗнче Хусанти зооботсад директорӗ Ольга Латфуллина пулчӗ. Елена Анатольевна Исламова эпир тӗлӗннине курса лару-тăрăва акă мӗнле ăнлантарса пачӗ. «Глаголица» преми символӗ – тăмана. Çӗнтерӳçӗсене кашни номинацире çак ăслă кайăкăн Хрусталь скульптурине парса наградăлаççӗ. Хусан зооботсадӗнче Çурçӗр тăмани Кай хăраххăн пулнине пӗлсен «Глаголица» йӗркелӳçисем ун валли мăшăр тупма шантарнă. Шутланине пурнăçланă. Ярославльти зоопаркра тупнă ăна. Халӗ вӗçен кайăк карантинра, бюрократи ӗçӗсене вӗçлесен тепрер уйăхран Хусана кӳрӗç.
Конкурса хутшăнас текен çамрăк çыравçăсен glagolitsa-rt.ru сайтра регистраци иртсе t.me/glagolitsa_rt_ru телегам канал çине çырăнмалла. Авторсен ӗçӗсене 2026 çулхи июнӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Вăрăм списокран 110 авторăн ӗçне суйласа илсе «Глаголица» финалне альманах кăларса ӗлкӗртеççӗ. Пӗлтӗр йӗркелӳçӗсен 500 экземпляр кăларма май килнӗ. Кăçал Йошкар-Олари Креативлă индустри шкулӗ «Глаголица» патне сӗнӳпе тухнă – альманахра пичетленекен хайлавсене иллюстрацилеме пулнă. Паллах, йӗркелӳçӗсем хаваспах килӗшнӗ.
Пӗлтӗрхи пекех финалистсем Мускавра Хӗрлӗ тӳремре кӗнеке фестивалӗн витӗмӗпе «Глаголы. Рифмы.Мысли» поэзи спектаклӗпе куракан умне паллă артистсемпе тан тухӗç (пӗлтӗр Ксения Алферовăпа, кино тата театр артисткипе пулнăччӗ ачасем). Нонна Гришаева ертсе пыракан театрта пултаруллă авторсен пьесисен вулавне ирттерӗç.
«Глаголица» кăçал Хусанта сентябрӗн 30-мӗшӗнчен октябрӗн 5-мӗшӗччен пырать. Октябрӗн 5-мӗшӗнче С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче чаплă лару-тăрура çӗнтерӳçӗсене наградăлаççӗ. Мешехене паллă киноактер Сергей Чонишвили ертсе пырӗ.
Çӗнтерӳçӗсем валли Хрусталь тăманасен 11 статуэткине, 11 планшет хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Çавăн пекех Роберт Миннуллинпа Михаил Яснова («Глаголицăна» пӗрремӗш кунранах пулăшнă, жюри пайташӗсем пулнă) асăнса писательсен творчествипе пӗр килекен чи лайăх хайлавсемшӗн; Раççей патшалăх ача-пăча библиотекинчен; Преми Посолӗнчен, РФ тава тивӗçлӗ артисткинчен Нонна Гришаеваран ятарлă призсем те пулаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев