Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ама хупаххи чечекре – ака уйăхӗнче ăшă пулать

Пуш уйăхӗн 30-мӗшӗ – Алексей. Çак кун ăшă пулсан тухăçлă çул пулать. Ама хупаххи чечекре – ака уйăхӗнче ăшă пулать.

Пуш уйăхӗн 31­-мӗшӗ – Иоанн. Ама хупаххи чечеке ларнă-­тăк, ака уйăхӗ ăшă пулать. Çак кун хăнана каймаççӗ, хăв телейне ют çуртра хăварма пултаран теççӗ. Çынна кивçен укçа пама та, илме те юрамасть.

Ака уйăхӗн 1-­мӗшӗ – Дарья. Çурхи шыв шавласа юхать пулсан – çулла курăк аван çитӗнет. Çак кун çанталăк мӗнле – юпа уйăхӗн 1-­мӗшӗнче те çапла пулать. Çумăр çусан çулла çумăрлă та сивӗ пулать.

Ака уйăхӗн 2-­мӗшӗ – Фотинья. Пусăран ăснă шывпа çăвăнмалла – вăл çак кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Çумăр çусан çулла тухăç ăнса çитӗнет. Ирпе тăм ӳкнӗ­тӗк – сивӗсем тата пулаççӗ­-ха.

Ака уйăхӗн 3-­мӗшӗ – Кирилл. Ку эрнере хӗвеллӗ çанталăк тăрсан çулла ăшă пулать, – сивӗ-­тӗк – çулла та сивӗ пулӗ. Шапасем хыттăн кваклатаççӗ – ăшăтасса. Çумăр çуни – тухăç ăнса пуласса.

Ака уйăхӗн 4­-мӗшӗ – Василий. Хӗвеле сăнамалла: енчен те вăл тухнă чух хӗрлӗ ункăсемпе тухать – кăçал тухăç лайăх пулать. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем шуни – ăшă пуласса тата çумăра. Кăткă йăви çинчи юр çурçӗр енчен малтан ирӗлет пулсан – çулла ăшă пулать тата вăрăма тăсăлать.

Ака уйăхӗн 5-­мӗшӗ – Никон. Пӳрт-­çурта тасатмалли, кăмака шуратмалли вăхăт. Çурçӗртен çил вӗрни – çулла сивӗ пуласса. Ама хупаххи чечеке ларчӗ-­тӗк – сивӗсем иртсе пыраççӗ эппин.

Ака уйăхӗн 6-мӗшӗ – Артемон. Каçпа ăшă-­тăк – çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан – выльăх­-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан – хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан – сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы