Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Амăш капиталӗ ӳснӗ

Февралӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ача çуралсан çемьене 729 пин тенкӗ параççӗ. Иккӗмӗш ачашăн тӳлев виçи пӗрремӗш ачапа амăш капиталне илнипе илменинчен килет. Пӗрремӗш ачашăн пособи илмен пулсан тӳлев 963 пин тенкӗпе танлашать, илнӗ пулсан – çемьене 234 пин тенкӗ параççӗ.

2022 çултан РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе амăш капиталне инфляцие шута илсе çулсерен индексацилеççӗ. 

Амăш капиталӗн программи 2007 çулта хута кайнă. Малтан çемьесене укçана иккӗмӗш ача çуралсан панă, каярах программăна анлăлатнă. Амăш капиталӗн программине  2030 çулччен тăснă. Вăл «Çемье» наци проекчӗ шайӗнче çемьесене пулăшмалли тӗп мерăсенчен пӗри шутланать. Программа ӗçлеме пуçланнăранпа Тутарстанра патшалăх пулăшăвне  439 пин çемье илнӗ. Республикӑра пӗтӗмпе 136,3 пин сертификата проактивлӑ йӗркепе (заявлени çырмасăрах) панӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: маткапитал