Ан манăр, банк хăрушсăр шут çине куçарттармасть!
Елабугăра пурăнакан 26-ри арçын шулӗксен аллине лекнине сиссе те юлайман. Малтан сотовый компани ятӗнчен такам шăнкăравласа хистесех килӗшӗве халех тăсма хушнă, унтан Тӗп банк «сотрудникӗ» çыхăнăва тухнă.
Шучӗ çинчи укçана «хăрушсăр» шут çине куçарма ӳкӗте кӗртнӗ. Мӗн хыççăн мӗн тусан хăвăртрах пулассине те каласа пынă. Вӗсен инструкцийӗпе арçын кӗске хушăрах хайхисен шучӗ çине 1098000 тенкине куçарса панă. Укçи çитнипе çитменнине тӗрӗслеме «Тӗп банка» шăнкăравласа илеймен хыççăн кăна хăйне улталаса çаратнине ăнланнă. Ăна шăнкăравланă телефон номерӗсем Мускавра, Санкт-Петербургра, Краснодар крайӗнче тата Новосибирск облаçӗнче регистрациленни паллă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев