Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Чакăра 16-ри хӗр ача юр айне пулнă

Мартăн 13-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Анат Чакă шкулӗн тăрринчен 16-ри хӗр ача çине юр шуса аннă. Йывăр аманнăскере Республика клиника больницинех ăстама тивнӗ.

 Инкек мартăн 13-мӗшӗнче шкул территорийӗнче кăнтăрла 13 сехетсен тӗлӗнче пулнине хыпарлать ТР прокуратурин пресс-служби. Çурт тăрринчен сасартăк шуса аннă юр алăк умӗ çине ӳкнӗ те йывăрăша чăтаймасăр тимӗр конструкци ишӗлсе аннă. Шел, çав самантра çывăхра ачасем тăнă.

Юр айне пулнă 16-ри хӗрӗн пуç мимийӗ суранланнисӗр пуçне тата йӗтес шăмми те хуçăлнă. Ăна малтан районти тӗп больницăна илсе кайнă, ун хыççăн Республикăри ача-пăча больницинех леçме тивнӗ. Çывăхра тăнă тепӗр икӗ ача аманман.

Хальхи вăхăтра çак инкек енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 293-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ( «явапсăрлăх») уголовнăй ӗç пуçарнă. Пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗрӗслеççӗ. Инкеке прокуратура хăй тимлӗхне илнӗ.
(Сăнӳкерчӗк ТР Прокуратурин пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия