Анат Кама кăçал 60 çул тултарать
Китай, Турци çӗршывӗсенчи хулапа тăванлă хуласенчен те хăнасене кӗтеççӗ юбилее
Юбилей
Кун çинчен пире Анат Кама мэрӗ Радмир Беляев каласа пачӗ. Чăннипе хула историйӗ 1966 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче, 60 çул каялла пуçланнă. Анчах хулан истори умӗнхи историйӗ те пур. Унăн пӗрремӗш строителӗсем 1960 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Ахтуба ялне çунаснемпе тракторсем тиенӗ поезд килсе чарăннă. Çакăнтан пуçланнă та ӗнтӗ Совет Союзӗн пысăк стройкисенчен пӗри.
Юбилей мероприятийӗсене вара августăн 15-мӗшӗнче ирттерме хатӗрленеççӗ. Вӗсене хулана никӗслекенсене халаллаççӗ. Паянхи ветерансем кӗске вăхăтрах хула çӗклесе çӗршывра çӗнӗ промышленность центрне туса хунă. Халӗ те хăйӗн статусне чыслăн тытса пырать. Культурăпа вӗренӳ заведенийӗсем те вăйлăн аталанаççӗ-ха, музыка колледжӗ, театрсем, тӗрлӗ шайри конкурссенче пӗрремӗш вырăнсем йышăнакан илемлӗ пултарулăх коллективӗсем йышлă кунта. 70 тӗрлӗ наци çынни пурăнакан хулара чăвашсем те тăван культурăна çӳлте тытаççӗ – «Шăнкăрав» ансамбль, «Тамаша» халăх театрӗ тата чăваш гимназийӗ.
Уява кӗтсе хулари культура учрежденийӗсене парксемпе скверсене çӗнетсе илемлетесси çулталăк пуçланнăранпах пырать, çӗнӗ объектсем те ӳссе лараççӗ. Анат Кама хулинчи пысăк предприятисем – «СИБУР Нижнекамск», «ТАНЕКО» АО тата «ТАИФ-НК» АО – пурте юбилей бюджетне тӳпе кӗртнӗ. Юбилей бюджечӗ 60-80 миллион тенке тухассине те пытармарӗ Радмир Ильдарович. Çавăнпа уяв программи анлă пуласси куçкӗрет: хула ветеранӗсене халалласа йӗркеленӗ парадра ветеранӗсем хăйсем те, тӗрлӗ çулсенче ӗçре паттăрлăх кăтартнă анаткамăсем те пулӗç. Гастрономи фестивалӗ хулара пурăнакан халăхсен наци кухнипе паллаштарӗ. Кунӗпе Анат Камăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пӗр вăхăтрах юбилей мероприятийӗсем иртӗç. Хӗвел анаспа тутар эстрада çăлтăрӗсем хутшăнакан чаплă концерта The Hatters (Шляпники) малалла тăсӗ. Концертăн Юрий Музыченкăн Санкт-Петербургри ушкăнӗ кăçал Анат Камăра юбилей концерчӗн хэдлайнерӗ. Юбилее пынă хула хăнисем кăмăллăн саланӗç. Мероприятисем çамрăк хула 60 çул тултарнине халалласа илемлӗ салют янипе вӗçленеççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев