Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăра М-7 çулпа çыхăнакан икӗ çул сарасшăн

Анат Кама Ӗçтăвкомӗ хулапа промышленность зонисене М-7 трассăн çӗнӗ участокӗпе çыхăнтармашăн икӗ çӗнӗ çул сарас шутлă. Хальхи вăхăтра проектпа объектсен строительствисем валли укçа-тенкӗ тупас ыйтупа ӗçлеççӗ, тесе пӗлтерет chelny-biz.ru сайт.

Пӗрремӗш проект Мир проспектӗнчен федераллă трасса çине тухмалли çул. Хуларан чăрмавсăр тухма тата Афанасово ялӗпе Строительсен поселокӗн çулӗсем çинчи машинăсене чакарма пулăшӗ вăл.

Иккӗмӗшӗ — промышленность узелӗнчен тухакан, Иштеряково ялӗ патӗнче икӗ уровеньлӗ развязкăллă çул.

Вырăнти чиновниксен шучӗпе, çак çӗнӗ çулсем промышленность предприятийӗсене те питӗ кирлӗ. Хулашăн пӗлтерӗшлӗ промышленноçа аталантарма пулăшӗччӗ вăл тата атмосфера сывлăшӗ те хальхи пекех вараланман пулӗччӗ. Атор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество