Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăри 34-мӗш гимназире «Яковлев вулавӗсем» тухăçлă иртрӗç

Ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимназире регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ 4-мӗш хут иртрӗ. Çак конференцие республикăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем Алексеевски, Çарăмсан, Теччӗ, Пӗкӗлме, Пăва, Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Апас, Элкел, Элмет, Çӗпрел районӗсенчен, Хусанпа Анат Кама хулисенчен хутшăнчӗç.

Конференцире 4 секци ӗçлерӗ. Куçăн мар тапхăр валли ачасем пурӗ 81 ӗç ярса пачӗç. Çав шутран комисси чи лайăх 60 ӗçе суйласа илчӗ.

Конференцие И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн чăваш тата вырăс филологийӗн факультечӗн деканӗ Татьяна Витальевна Денисова уçрӗ. Вăл пур конкурсантсене те ăнăçу сунса хавхалантарчӗ. Хăйсен ӗçӗсене хӳтӗлекен ачасене пурин умӗнче те тухса калаçма çăмăл пулмарӗ, паллах. Залра конференцие хутшăнакан ачасемсӗр пуçне тӗрлӗ шкулсенчен пуçтарăннă вӗрентекенсем – жюри пайташӗсем ларатчӗç-çке тата. Çапах та вӗренекенсем çухалса каймарӗç, хăйсен наукăлла ӗçӗсене тивӗçлӗ хӳтӗлерӗç. Конференцие хутшăннă ачасене тата вӗсене хатӗрленме пулăшнă вӗрентекенсене дипломсемпе сертификатсем парса чысларӗç.

Пӗтӗмӗшле илсен, конференци питӗ тухăçлă иртрӗ. Ачасем тӗпчев ӗçне хатӗрленӗ май тавракурăм ӳснине, çӗннине нумай пӗлнине палăртрӗç.

Людмила ИЛЬГУЗИНА,

Анат Камăри 34-мӗш гимназире чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашский язык конференция