Анат Кăтратари Алевтина Нухратова республика конкурсӗн финалне тухрӗ!
«Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе – 2026» республика конкурсӗн зонăри тапхăрӗ февралӗн 5-мӗшӗнче Нурлат хулинче иртрӗ.
Финала тухассишӗн кунта Алексеевски, Элкел, Çарăмсан, Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Аксу, Спас тата Нурлат районӗсен представителӗсем тупăшрӗç.
Йăлана кӗнӗ конкурса чăвашсем хутшăнмасăр юлни пӗр çул та пулман-ха, Тутарстанри кăнтăр-хӗвелтухăç енчи 8 районӗн зона тапхăрӗнче Чистай районӗн чысне районти пӗртен-пӗр чăваш ялӗн Анат Кăтрата Культура çурчӗн заведующийӗ Алевтина Алексеевна Нухтарова хӳтӗлесе финала тухрӗ. Культурăра нумай çул тăрăшакан чăваш хӗрарăмӗ чăваш культурине тивӗçлӗ кăтартса «Женщина – культура и духовность» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.
«Культура енӗпе хам мӗнле ӗç тунине кăтартрăм», – терӗ сăпайлăн финалистка пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Тӗрӗссипе, ӗçӗсем Алевтина Нухратован чăнах та курăмлă: аслă пӗлӳллӗ специалист Анат Кăтратари Культура çуртӗнче 30 çул тăрăшать. Вăл ертсе пыракан «Илем» халăх ансамблӗпе «Илемпи» ташă ушкăнне республикăра лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен район, республика шайӗнчи кашни мероприятие хутшăнаççӗ. Çак ансамбльсем зонăри тапхăрта мӗнле ташлани-юрлани килӗшнӗ те жюрие. Конкурс условийӗсемпе, ытти ӗçӗсене конкурсанткăн видоперезентацире кăтартмалла пулнă.
Уйрăммăн палăртса хăвармалла – Кама леш енчи чăвашсен Уявне шăп çак ялăн культура ӗçченӗсем çӗнӗрен чӗртнӗ.
Тăрăшуллă ӗçшӗн Алевтина Алексеевнăна ТР Культура министерствин «За достижения в культуре» кăкăр паллипе, ТР Халăхсен ассамблейин, ТР ЧНКА, Инновацисене ӗçе кӗртессипе йăлари культурăна аталантарассин центрӗн, Чистай муниципаллă районӗн канашӗн Тав çырăвӗсемпе наградăланă. «Тутарстан Республикин чи лайăх культура ӗçченӗ» гранта та тивӗçнӗ вăл.
Ялпа районăн обществăлла пурнăçне хутшăнать. Вырăнти ЧНКЦ пайташӗ Анат Кăтрата ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн икӗ вулавӗн депутатне суйланнă. Кунсăр пуçне тата «Чистополь Фронту» юхăмăн хастар волонтерӗ.
Клубра тӗрлӗ мелпе тӗрлессипе çемье ушкăнне йӗркеленӗ. Хӗреслӗ, лап тата вӗт шăрçапа тӗрӗ тӗрлемелли мелсене вӗренеççӗ кунта.
Чăваш культурине тивӗçлӗн кăтартнипех Алевтина Нухратова финала тухнă. Çак ятпа ăна чӗререн саламлатпăр! Анчах тупăшу вӗçленмен-ха, умра – финал. Яланхи пекех вăл Хусанта мартăн 8-мӗшӗ умӗн иртет. Çавăнпа ентешӗмӗре унта та çӗнтерме ăнăçу сунатпăр!
Аса илтеретпӗр, «Тутарстан хӗрарăмӗсем» регионти обществăлла организаци пуçарнă конкурс Тутарстан Раисӗн, ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, Культура министерствисен, ТР çын прависен енӗпе уполномоченнăйӗн тата республикăн Профсоюзсен федерацийӗн Тутарстанри уйрăмӗн тӗревӗпе кашни çул иртет. («Нурлат-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев