Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Аринин В.В.Путин алă пуснă патшалăх наградине тивӗçнӗ

РФ культура министрӗ Ольга Любимова çӗршыв культурине сулмаклă тӳпе хывнă 30 çынна наградăсем пачӗ. Вӗсен хушшинче литераторсем, режиссерсем, пултарулăх коллективӗсен илемлӗх ертӳçисем, артистсем, преподавательсем тата ытти деятельсем пур. Чыслав Мускаври Пысăк театрта иртрӗ. Награда илнисен хушшинче пирӗн ентеш, Чăваш Республикинче çуралса ӳснӗ Анатолий Николаевич Аринин поэт, çыравçă, композитор, музыкант, психолог, философ тата юрист та пулчӗ. Вăл РФ Президенчӗн В.В.Путинăн «Культурăпа искусствăри ӗçсемшӗн» медальне тивӗçрӗ. Паянхи куна Анатолий Аринин Чăваш Енре çак патшалăх наградине илнӗ пӗрремӗш çын.

Анатолий Николаевич Пысăк театрăн сцени çинчен тав сăмахӗсем каларӗ: 

– Çакăн пек наградăна илни маншăн питӗ пысăк чыс. Ман ӗçсене пысăк хак панăшăн Раççей Президентне Владимир Владимирович Путина чӗререн тав. Çак наградăна мана паракан Ольга Борисовна Любимовăна та пысăк тав. Пӗтӗм пултарулăха кăмăл-сипете вăратассине халалланă эпӗ, вăл вара Тăван çӗршыва юратнинчен пуçланать. Çавăнпа шантарсах калатăп – малашне те çаплах ӗçлӗпӗр! Ку награда манăн ӗçе хаклани çеç мар, эп ертсе пыракан пур коллективсене те хаклани. Хам ятран тата хам ертсе пыракан коллективсен ятӗнчен шантарсах калатăп – эпир Раççей Президенчӗшӗн тата, Ольга Борисовна, сирӗншӗн шанчăклă тӗрев пулăпăр. Эпир хамăр культурăшăн, этеплӗхшӗн, халăхăн кăмăл-сипечӗшӗн, Тăван çӗршывшăн тем тума та хатӗр!

А.Н.Аринин Чăваш Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн пайташӗ, чылай обществăлла организацисене («Данс-рок-капелла» ВИА, Этеплӗх академийӗ, Творчествăлла пуçарусен комитечӗ) пуçараканӗ, ертсе пыраканӗ, МФЮА регионти представителӗ, ЧР Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. 20 ытла кӗнеке авторӗ. 

А.Н.Аринин 3 пин ытла сăвăлла хайлав çырнă. Ун поэзийӗн тӗп сулăмӗ – патриотизмла, гражданла, философипе юрату лирики. Тăван çӗршыва – Раççее, тăван ене – Чăваш Республикине халалланă сăввисем те чылай унăн. Анатолий Арининăн сăввисене сцена çинчен РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Полосухин, ЧР Пукане театрӗн артистки, поэчӗ Маргарита Гурьева вуланă, хайлавӗсене РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, «Юность» журналăн критика уйрăмӗн ертӳçи, Мускаври Писательсен союзӗн секретарӗ К.Ковальджи, Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши, Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи пысăк хак парса рецензи çырнă. 

Анатолий Аринин чăвашла тата вырăсла тӗрлӗ жанрпа 500 ытла юрă хайланă. Ытларахăшне хăйӗн сăввисемпе çырнă-ха, анчах та ытти композиторсем те ун сăввисемпе пайтах юрă çырнă. 

Анатолий Николаевич нумай çул çамрăк талантсене пулăшать, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче ыркăмăллăх ӗçне те илсе пырать. 

Çакна та палăртса хăварас килет: пӗлтӗр культурăна аталантарассишӗн нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна РФ Культура министерствин «Раççей культурине тӳпе хывнăшăн» хисеп паллипе чысланă. Наградăна Анатолий Аринина Сергей Степашин генерал-майор панă. Вăл ун чух пирӗн ентешӗн ӗçне хакласа акă мӗн каланă: «Пысăк тав Сире çав 3 пин сăвăшăн, 10 сборникшӗн. Çавăн пекех пандеми вăхăтӗнче Сергей Александрович Филатовпа тата Галина Александровнăпа пӗрле 14 информаци программи ирттернӗшӗн те чӗререн тав. Эсир йывăр тапхăрта çынсене пӗрлехи культура уçлăхӗнче юлма май патăр... 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Творчество пуçарăвӗсен комитетне туса хурса çамрăксене пултарулăхне аталантарма пулăшса пынăшăн чунтан тав тăватăп сире. Эсир ку ӗçре пӗрремӗш пултăр. Кайран кăна пирӗн «Сириуспа» «Таврида» йӗркеленчӗç».

Анатолий Николаевич ятарлă çар операцине хутшăнакан хӳтӗлевçӗсене пулăшас тӗлӗшпе те хастар. Хăйӗн укçи-тенкипе те нумай пулăшать, ӗçтешӗсемпе тăванӗсене, юлташӗсене те çар çыннисене пулăшма хавхалантарать. Тӗслӗхрен, хамăр салтаксем валли укçа пухса квадрокоптерпа тепловизор туянса панă. Ку хатӗрсем пулăшнипе пирӗннисем тăшманăн техника колоннине асăрханă, çакă нумай салтакăн пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă. 

Хамăр ентешпе мăнаçланатпăр! Анатолий Николаевич Аринин пек çынсем пирӗн мăнаçлăх, тăван ене, çӗршыва чапа кăларакансем!

Хамăр корр. 

ЧР Писательсен союзӗн вырăс уйрăмӗн сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Анатолий Аринин РФ культура министрӗпе Ольга Любимовăпа тата

СССР халăх артисткипе Тамара Синявскаяпа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев