Андриян Николаев Чăваш Енӗн кăна-ши?
Чăваш Республикин Вӗрентӳ министерствипе Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ тата Сбербанкăн Чăваш Енри уйрăмӗ тӗнчипе паллă чăваша Андриян Григорьевич Николаев космонавта халалласа 10 – 17 çулти шкул ачисен хушшинче «Шуршăл çийӗнчи çăлтăрусем» («Твои звезды над Шоршелами») интерактивлă вӗрентӳ проектне пуçарни савăнтарчӗ. Çав тери лайăх шухăш. Тӗллевӗ мӗнлескер тата – паллă йăхташăмăрăн тӗслӗхӗпе шкул ачисене хуть мӗнле ӗмӗте те пурнăçлама май пуррине кăтартасси.
Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем вӗренӳ çулӗ тăршшӗпех космос, Андриян Николаев темипе çыхăннă уроксенче, квестсенче пулаççӗ, конкурссене хутшăнаççӗ. Йăлтах вӗсем ăнланмалла вăйă мелӗпе иртеççӗ вӗсем.
Чи интересли мультфильмсем, вăйăсем, кӗске видеосем валли «Шуршăл çийӗнчи çăлтăрусем» проектăн тӗп геройӗсене – «Андрейка», «Илемпи», «Космошарик», «Космогений», «Космокот» – шухăшласа кăлармалли конкурс. Вăл декабрь уйăхӗнче вӗçленнӗ. Конкурсант сӗннӗ çак сăнарсене пурне те е пӗрне кăна суйласа хăй ăна мӗнле курнă пек ӳкермелле те персонаж мӗнлескеррине çырса ямалла пулнă. Тӗслӗхрен, «Илемпи». Услови çапларах: 15-ри хӗр ача шкул пӗтерсен авиаци институтне вӗренме кӗме хатӗрленет. Марс çине вӗçнӗ пӗрремӗш хӗр-космонавт пуласшăн. Жюри суйласа илнӗ чи интереслӗ ӳкерчӗксем тăрăх мультфильмсем, комикссем, подкастсем ӳкерӗç.
Иккӗмӗш тапхăрӗ программированипе çыхăннă, шкулсен медиаслужбисем вӗрентӳ контентне йӗркелеççӗ. Апрель-май уйăхӗсенче Шупашкарта, Çӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Çӗмӗрлере программированипе иртекен ярмарккасене те хутшăнса пăхаççӗ. ЧР Вӗрентӳ министерствин хыпарӗ тăрăх, проекта Космонавтика кунӗнче, апрелӗн 12-мӗшӗнче, пӗтӗмлетеççӗ. Чи хастаррисем пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрӗнче профильлӗ сменăра канаççӗ.
Калама çук лайăх проект, çӗр чăмăрӗ çинчи пӗтӗм чăваша пӗрлештерекенни. Мӗншӗн тесен Андриян Николаев космонавт наци геройӗ, çӗр çинчи кашни чăвашăн мăнаçлăхӗ. Пултаруллисене тупса палăртнинчен ытла пӗлтерӗшӗ тата анлăрахчӗ-çке, хăй чӗлхине манса пыракан чăваш ачине Андриян Николаевăн тӗслӗхӗпе тăван чӗлхене пӗлни тӗллеве пурнăçлама пӗрре те чăрмантарманнине кăтартасси. Апла-тăк проекта (пӗр конкурсне те пулсан хăть) пӗтӗм Раççей е регионсен хушшинчи шайра ирттермеллеччӗ пек. Шанатăп, Раççейӗн ытти регионӗсенче, тен, ют çӗршывсенче те, пурăнакан чăваш ачисем хаваспах хутшăнатчӗç. Анчах йӗркелӳçӗсем кун çинчен шухăшламан ахăр. Тутарсем кун пек майпа усă курса юлатчӗçех, пӗлеççӗ вӗсем тăван халăха хăй тавра чăмăртама. Тепӗр тесен, чӗлхе, наци пуласлăхӗ Шупашкара тахçанах интереслентермест ӗнтӗ. Наци паттăрӗ Андриян Николаев космонавт та акă хăйсен кăна халӗ. Ытти регионсенчи чăвашсем... вӗсем вӗт тулашра, апла-тăк Шупашкаршăн çук.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев