"ЭТНОПУКАНЕ" КОНКУРС УСЛОВИНЕ МӖНШӖН УЛĂШТАРНĂ?
Пуканене чăрăш чăтаймасть
Нурлат хулипе районӗ Çӗнӗ çул умӗн предприятисемпе организацисем хушшинче «Креативлă чăрăш» конкурс пуçарсан Нурлатри Туслăх Çурчӗ урамри чăрăша район халăхӗпе пӗрле хăйне евӗрлӗ илемлетме шутланă.
Туслăх Çурчӗн чăрăшӗ халăх культурипе çыхăнмасăр ниепле те пултараймасть вӗт. Çавăнпа «ЭтноПукане» конкурс пуçарнă вӗсем.
– Туслăх Çурчӗн директорӗпе Галина Владимировнăпа шутларăмăр та чăрăша теттесемпе мар, халăх тумӗллӗ пуканесемпе илемлетме йышăнтăмăр. Конкурс положенине хатӗрленӗ чух пуканесен тумӗ кăна мар, халăх тӗрри те, тӗсӗ те пултăр терӗмӗр. «ЭтноПукане» конкурсăн положенине ноябрь уйăхӗн вӗçӗнче вӗрентӳ уйрăмне ярса патăмăр. Вӗсем шкулсене, садиксене пӗлтернӗ. Пирӗн конкурс çав тери килӗшрӗ çынсене. Кӗске вăхăтрах ӗçсем килме тытăнчӗç. Условисем тăрăх, унта чи пӗчӗккисенчен пуçласа çулланнисем таранах хутшăнма юратчӗ. Пӗтӗмпе 85 ӗç килчӗ. Конкурсантсенчен чи пӗчӗкки иккӗре, асли 63-ре пулчӗ. Тӗрӗссипе, пуканесене декабрӗн 10-мӗшӗнчех чăрăш çине çакмаллаччӗ-ха. Ӗçсене ял çыннисем те илсе килнипе тата темиçе кун кӗтме тиврӗ. 85 пуканене те çаксан чăрăш чăтаймасть тесе шутларăмăр тата вӗсем пӗри тепринчен хитререх. Кун пек илеме урама, юрлă çумăр айне кăларса çакма алă çӗкленмерӗ. Çапла тӗп условие пăсма тиврӗ, – пӗлтерчӗ конкурс пирки Туслăх Çурчӗн режиссерӗ Антонина Артамонова.
Юрать-ха, запас вариант пур Туслăх Çурчӗн. Вӗсен кунта Туслăх йывăçӗ «ӳсет». Ятарласа йывăç евӗр хатӗрленӗ стенд çине вырнаçтарнă та пуканесене. Районта пурăнакан 13 тӗрлӗ халăхăн чăн-чăн Туслăх йывăççи вăл халь. Кун пек Çӗнӗ çул йывăçӗ ăçта та пулсан пур-ши тата? Сăмах май, Туслăх Çурчӗн вырăнти халăха творчество шыравне яракан «йывăçӗ» пӗрре те пушă тăмасть. Тӗрлӗ конкурса янă чи лайăх ӗçсене пурте курса хаклаччăр тесе унта вырнаçтараççӗ.
«ЭтноПукане» конкурса декабрӗн 22-мӗшӗнче пӗтӗмлетсе 14 çӗнтерӳçе, 15 призера палăртнă, ыттисене Хисеп хучӗ пама йышăннă. Комиссие пӗрре те çăмăл пулманни те паллă, пуканесем чăнах та çав тери илемлӗччӗ, кăна эпир, суварçăсем, хамăр куçпа куртăмăр.
Конкурс условийӗсемпе, ӗçсене хуçисене тавăрса памаççӗ, пуканесем Туслăх Çуртӗнчи халăхсен пӳлӗмӗсене илем кӳреççӗ. Çапла майпа Нурлат хулипе районӗн Туслăх Çуртӗнчи халăх тумӗллӗ пуканисен коллекцийӗ тата пуянланать.
Пуканесен куравӗ кунта тахçанах пур, вӗсене пухасси Галина Владимировна Терентьеван шухăшӗ. Виçӗ çул каялла пуçланнă ку истори. Пӗр вăхăт сутлăхра «Куклы в национальных костюмах» илемлӗ журналпа пӗрлех пуканесем (кашни номере пӗр халăха халалланă) пурччӗ. Галина Владимировна çав пуканесен коллекцине Туслăх Çурчӗ валли пухма шутланă та. Çавăнпа Мускава хӗрӗ патне хăнана кайсан пӗлтерӳсен Avito.ru сайтӗнче коллекционерсене пикенсех шыранă, мӗн тетӗр – тупнă. Мускаври коллекционертан 50 ытла пукане туянса килнӗ. Пуканесен тулли коллекцийӗ мар иккен вăл, ӗç малалла пырать, пуканесен шыравӗ вӗçленмен-ха.
Сăмах май, «ЭтноПукане» халăх культури темипе йӗркеленӗ пӗрремӗш конкурс мар-ха нурлатсен, пӗлтӗр вӗсем «ЭтноТетте» ирттернӗ пулнă. Çитес Çӗнӗ çул валли тепӗр проект та хатӗр, анчах вăрттăнлăха йăлтах уçмăпăр. Кун çинчен вăхăт çитсен пӗлтерӗпӗр.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор тата И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев