Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке хăтлавӗ Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче иртрӗ

Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр чăваш салтакӗсемпе вӗсене ырми-канми пулăшакан волонтерсем çинчен каласа паракан çак кӗнекере аксусем пирки те сахал мар çырнă. Акă, тӗслӗхрен, ют çӗршывăн «никам çӗнейми» йывăр танкӗсене пӗрремӗшсен ретӗнче çапса аркатма пултарнă Кварц позывнойлă офицерах илер. Ăна çӗршывăмăрăн ун чухнехи оборона министрӗ Сергей Шойгу Паттăрлăх орденӗпе наградăланине федераллă телеканалсемпе те кăтартрӗç. «Сувар» хаçатăн тусӗсем пӗлтерчӗç ун чух çак харсăр офицер Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчен пулнине. Паллах, ун пирки эпир хаçатăмăрăн черетлӗ номерӗнчех çырса кăлартăмăр. Кайран вăл çак кӗнекене те кӗчӗ.

Е тата СВО пуçланнăранпах тăшманпа кӗрешекен Кивӗ Тимушкел каччине Ярослав Филипенкăна илер. Унпа редакци çыхăнăва çухатмасть. Тутарстанăн ятлă «Алга» батальонӗн йышӗнче пулнă Хусан каччин Петр Калеевăн амăшӗ Ульяна Петровна та Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнать. Аксу волонтерӗсем пирки те ку кӗнекене виçӗ публикаци таран кӗнӗ – салтаксене пулăшас тесе ырми-канми тăрăшакансем çинчен кӗнекене виçӗ статья таран кӗнӗ.

Кунсăр пуçне Аксу районӗнче иртекен хăтлава кӳршӗлле Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат тата Çарăмсан районӗсенчи салтаксен тăванӗсене те чӗнтӗмӗр.  

11 сехет çитнӗ çӗре Саврăшпуçӗнчи Культура çуртне халăх йышлăн пухăнчӗ. Ял халăхӗ, Саврăшпуçӗнчи тата тавра ялсенчи волонтерсем, шкул ачисем, çар ветеранӗсем, район администрацийӗн представителӗсем, чăваш центрӗсен ертӳçисем, юнармеецсем, шкул ачисем пуçтарăнчӗç.

Мероприяти мӗнле иртни пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче тӗплӗн çырса пӗлтерӗпӗр. Пӗр япала пирки кăна каласа хăварас килет халь: «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке Тăван çӗршыва юратакан патриотсемшӗн, салтаксен ашшӗ-амăшӗсемшӗн, вӗсене пулăшакан волонтерсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут курса чун-чӗрепе ӗнентӗмӗр. Мӗншӗн тесен эпир Саврăшпуçӗнчен тухса кайсанах хăтлавра пулнисем тав туса çырма пуçларӗç. Хусана çитиччен вун-вун тав сăмахӗ илтрӗмӗр. Вӗсенчен хăш-пӗрисемпе сире те паллаштарас килет, хаклă вулакансем.

Татьяна Максимова, Саврăшпуç ялӗн библотекарӗ:

«Ирина Николаевна, примите мою искреннюю благодарность за вашу книгу «Ангел впереди, а мы за ним”. Это не просто художественное произведение, это нечто гораздо большее – это трепетная память. Память о каждом герое, и тех,  кто не дрогнув, отдал свою жизнь за други своя. Память о неутомимой помощи волонтеров, которые, куя победу в тылу, приближают светлый день. В каждой странице этого произведения – частичка души тех сыновей, кто, к великому сожалению, потерял свою. Спасибо вам за ваше сердце, которое вложено в каждую строку этой книги».

Татьяна Леонтьева, Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Анат Кама хулинче пурăнать, педагог:

«Эпӗ те паян лартса панӑ ссылкӑпа сирӗнпе пӗрле тӑван ялта пултӑм. Пӗрле юрларӑм, куҫҫульпе те ҫӑвӑнтӑм. Чӑн та пысӑк ӗҫ тӑватӑр эсир, хисеплӗ суварҫӑсем. Пур сӑмахпа та килӗшетӗп, пире ӑшӑ пӳртре ларма, тутлӑ апат ҫиме, ачасемпе савӑнса пурӑнма май паракан салтаксене, пуҫ хунӑ салтаксене манманни, вӗсем ҫинчен калани, кӗнеке кӑларса историре йӗр хӑварни питӗ те паха. Малалла ӗҫлеме сывлӑхӑрсем пулччӑр!!! Пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнасси ан пӗттӗр!»

Татьяна Бульбова, Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ, Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ:

«Мана та паянхи мероприятие кайса курма Турӑ пӳрнӗ.
Пысӑк ТАВ пурне те суварҫӑсене, Саврӑшпуҫ волонтерӗсене, пуҫтарӑннӑ ял-йыша, килсе ҫитнӗ хӑнасене. Мероприяти пысӑк шайра иртрӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ачасен паттӑрлӑхӗ ӗмӗре юлни, ашшӗ-амӑшсене хисеп туса сцена ҫинченех ыр сӑмахсем каласа кӗнеке парнелени, волонтерсен ӗҫне пысӑк хак пани йӑлтах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ залра пуҫтарӑннисемшӗн. Куҫҫуль те нумай юхтарма, вӑхӑт- вӑхӑт шӑлсене хыттӑн ҫыртма та тиврӗ. Юрлакансен пит пӗлсе суйласа илнӗ юррисем те пит тарӑн шухӑша ячӗҫ. Халь, çак йӗркесене ҫырнӑ чух та, ашшӗ-амӑшсем сцена ҫине тухнисем  куҫ умне тухса пыраҫҫӗ мӗн чухлӗ ырату вӗт вӗсен чӗринче, чӑтса пӗтерме те йывӑр пуль. Сирӗн кӗнеке вӗсемшӗн тус-юлташ пулать пек туйӑнать. Вӗсем  килӗсенче пӗччен юлнӑ вӑхӑтра кӗнекепе калаҫса чунӗсене лӑплантарӗҫ...
Пысӑк ТАВ пурне те тепӗр хут. Турӑ сывлӑх патӑр пурне те

Екатерина Картамышева, Нурлат районӗнчи Чиешне ялӗнчен, ятарлă çар операцийӗнче ывăлне çухатнă, халӗ салтаксене пулăшать:

«Спасибо Вашей команде за презентацию книги! Я одну книгу передала нашей Вишнёво-Полянской сельской библиотеке. По этой книге у нас в деревне специально хотят библиотека и клуб провести мероприятие, у меня спрашивают, как прошла презентация. Я сказала на высшем уровне. Спасибо Вам, здоровья и дальнейших успехов, надеюсь еще встретимся! Приезжайте в гости, будем очень рады. Вот сегодня ходила в магазин, и многие спрашивают как все прошло. Всем говорю на высшем уровне. Когда Вы написали, что приглашаете на презентацию книги, я сообщила в сельский совет, и мне глава сельского поселения сказала, что надо ехать, это почет на таком презентации быть. Низкий вам поклон!»

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Сăнӳкерчӗксем ытларах галерейăра 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: презентация книги