Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

А.Николаев çуралнă кунӗ

«Солнце на спицах»  15-мӗш велочупăва  Андриян Григорьевич  Индира Ганди йыхравланипе Индире пулнăранпа 55 çул çитнине халалланă.

СССР летчик-космонавчӗн А.Николаевăн çуралнă кунне халалланă  «Солнце на спицах»  15-мӗш велочупу паян, сентябрӗн 8-мӗшӗнче, иртнине, Чăваш Ен велосипедисчӗсем ăна  Андриян Григорьевич  Индира Ганди йыхравланипе Индире пулнăранпа 55 çул çитнине халалланине пӗлтерет glasnarod.ru сайт.

Велочупу Çӗнӗ Шупашкар хулинчи «Химик» Культура çурчӗ (Çӗнӗ Шупашкар хули) умӗнче пуçланать. Велосипедистсем хула урамӗсем тăрăх  Владимирский собор пат­не çити ăмăртӗç. Кун хыç­­çăн Шуршăла кайса митинга хутшăнӗç,  космонавтăн чассавайри вилтăпри çине чечек хурӗç, унтан музей комплексӗнче пулса ку­рӗç. Велочупăва хутшăнакан­сене «Здравствуй, Индия!», тӗрлӗ çӗршыв космонавчӗсене халалланă ытти фильмсене те кăтартӗç.

1963 çулта космонавтсем – Валерий  Быковскипе мăшăрӗ тата Андриян Николаевпа Валентина Терешкова Ташкент урлă вăрăм  çулçӳреве тухнă. Хаклă хăнасене Индире питӗ ăшшăн кӗтсе илнӗ, Дели, Ахмедобад, Мадрас, Хайдерабад, Калькутта хулисен çыннисемпе тӗлпулусем иртнӗ.  «Центрнаучфильм» студи ӳкернӗ «Здравствуй, Индия!›» документлă фильмра шăпах çак тӗлпулу саманчӗсене те курма пулать-мӗн.

Инди Раççей, АПШ, Китай, Европа тата Япони хыççăн  6-мӗш космос держави шутланать. 1982-1984 çулсенче Индин пӗрремӗш космонавтне  Ракеш Шармапа унăн дублерне Равиш Мальхотрăна космоса вӗçме хатӗрлеме пирӗн ентеш, авиаци генерал-майорӗ Андриян Григорьевич Николаев та хутшăннă. Ун чух вăл Космонавтсене хатӗрлекен  Ю.А.Гагарин ячӗллӗ центрăн пуçлăх çумӗ пулнă. 1984 çулхи апрель уйăхӗнче Юрий Малышевпа  Геннадий Стрекалов экипажӗн йышӗнче  «Союз Т– 10»  космос карапӗпе  Индин пӗрремӗш космонавчӗ те тӗнче уçлăхне вӗçнӗ.

Индипе Совет Союзӗ, каярах Раççей, хушшинчи туслăх вун-вун çула тăсăлать. Çак вăхăтра тӗрлӗ отрасльте пӗрле ӗçлесси пирки  нумай килӗшӳ тунă. Икӗ çӗршыв хушшинчи туслăх çулсем иртнӗçемӗн çирӗпленет кăна. ( Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России