Апат-çимӗçе фасовкăлассинче те ГОСТа пăхăнма тивет
Производитель малашне ку е вăл апат-çимӗçе хăйне меллӗ пек фасовкăлама пултараймасть.
РФ Прокуратурин апат-çимӗç чӗркемелли пӗрлехи требованийӗ пулмалли çинчен пуçарăвне Тутарстан ырланине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Тӳрлетӳсене ГОСТа кӗртнӗ те ӗнтӗ.
Çапла вара производительсем малашне ку е вăл тавара хăйсене мӗнле меллӗ çавăн пек фасовкăлама пултараймаççӗ. Тӗслӗхрен, хуратул кӗрпине 500,1000, 2000 грамлă пакета, сӗте 200, 250, 500, 1000, 2000 миллилитрлă пакета (е ытти савăта) кăна тултарма юрать.
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Ленар Гарипов каланă тăрăх, капла хаксене контрольлесси лайăхланать. Чăн та, улшăну ыранах пулаймасть-ха, производительсене çӗнӗ требованисем çине куçма пӗр-икӗ уйăх кирлӗ.
– Сӗт-çу е апат-çимӗç кăларакан ытти заводсен ку енӗпе йывăрлăхсем пур, енчен-те мӗнле-тӗр стандарт улшăнать пулсан вӗсен оборудование те улăштармалла. Ку вара хушма расхутсем, – тенӗ вăл кун пирки.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев